Microsoft компани Windows 10 операци тытӑмне ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна компьютера кӑна мар, планшетсемпе смартфонсене те вырнаҫтарма пулассине хыпаралҫҫӗ.
Маларах Windows 7 тата Windows 8.1 тытӑмсене вырнаҫтарнисем ҫӗнӗ версие тӳлевсӗрех уҫласа илме пултарасси пирки компанин официаллӑ блогӗнче пӗлтернӗ. Ку майпа унчченхи версисен лицензилле варианчӗсемпе усӑ куракансем кӑна мар, пиратлисен те май пуррине ӗнентереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ операци тытӑмӗнче Windows 8 тытӑмра пулман «Пуҫла» (Пуск) менюна кӗртнӗ. Cortana сасӑ пулӑшуҫи те пур. Хӑнӑхнӑ Internet Explorer браузера Microsoft Edge ятлипе ылмаштарнӑ.
Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ технологисене кӑмӑллакансем Microsoft компани сӗнекен операци тытӑмне хаваспах тӗрӗслесе пӑхасса шанаҫҫӗ.