Шупашкарти 8-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем пӑта ҫапма, пӑчкӑ тытма, дрельпе ӗҫлеме тата ытти ӗҫе тума хӑнӑхаҫҫӗ. Унта хӑйсен мастерскойӗ уҫӑлнӑ.
Мастерской, паллах, чӑнни мар, вылямалли ҫеҫ. Ачасене чӑн инструментсене тытма иртерех-ха. Анчах вӗсемпе мӗнле ӗҫлемеллине ачасем пӗлеҫҫӗ. Мӑлатукпа та вӗсем ҫӑмӑллӑнах ҫапаҫҫӗ.
Мастерскойне ытларах арҫын ачасем ҫӳреҫҫӗ. Ача пахчин заведующийӗ Елена Яндимиркина каланӑ тӑрӑх, ҫакна йӑлтах йӗркелеме республика ертӳлӗхӗ тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти проекчӗ пулӑшнӑ. Ку мастерской ачасене ӗҫе хисеплеме вӗрентет.
Ачасене инструментсемпе ӗҫлемелли йӗркене ӑнлантараҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх техникине те пӗлеҫҫӗ вӗсем. Акӑ Савелий Царев дрельсем пирки пӗр вӗҫӗм калаҫма пултарать. Вӑл унӑн юратнӑ инструменчӗ. Савелий инженер пуласшӑн.
Ачасене инструментсемпе вӗрентес ӗҫе ашшӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Ав, Николай Николаев ачасене хӑш инструментпа мӗнле ӗҫлемеллине ӑнлантарать.