Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче нумай пулмасть Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен академикне, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрне, РФ тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченне Леонид Михалова 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.
Ҫавра ҫул тултарнӑ ӑсчаха тӑван тӑрӑхӗнчи тӑванӗсем тата паллӑ ҫыннисем саламланӑ. «Академик Михалов Леонид Михайлович» кӗнеке авторӗсем те — ЧПГӐИ ӑсчахӗсем А.А. Трофимовпа Л.П. Петров — юбиляр пирки темиҫе ӑшӑ сӑмах тухса каларӗҫ. Ҫавӑн пекех салам сӑмахӗсемпе наци вулавӑшне Владимир Алмантай, Евгений Ерагин, Чӑваш Ен халӑх сӑвӑҫи Юрий Сементер ҫитнӗ.
Леонид Михайлов мероприятие ҫитнӗ кашни ҫынна тав турӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хальхи вӑхӑтра тӗрӗк чӗлхисене те тӗпчеме пуҫлани пирки пӗлтерчӗ. Сӑмаха вӗҫленӗ май юбиляр наци вулавӑшне «Деловой немецкий язык» (чӑв. Ӗҫлӗ нимӗҫ чӗлхи) кӗнеке парнелерӗ.
Михайлов Леонид Михалович Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Кивӗ Тукай ялӗнче 1935 ҫулта ҫуралнӑ. Шкула медальпе вӗренсе пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн пӗлӗвне Чулхулари ют чӗлхесен педагогика институтӗнче, Мускаври асперантурӑра анлӑлатнӑ. Мускаврах нимӗҫ чӗлхи вӗрентме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра Вологда облаҫӗнчи Череповец хулинче ӗҫлет, вырӑнти университетра ҫамрӑксене пӗлӳ парать.
Марине // 3878.13.9678
2015.07.16 13:36 | |
"Ӑслӑлӑх: Леонид Михалов чӗлхеҫе юбилейпе саламланӑ"
Михалов----МИХАЙЛОВ мар-и?..