Чӑваш Енре Эдуард Дидиченко журналиста вӗлернӗ тесе сӑмах ҫӳрет. Инкекӗ ӗнер, каҫхи 20 сехет тӗлӗнче, пулнӑ имӗш.
Пӑтӑрмахӗ килте сиксе тухнӑ имӗш. Вӑл вӑхӑтра Дидиченко килӗнче пулнӑ-мӗн. Унӑн 46 ҫулти арӑмӗ ӳсӗр пулнӑ теҫҫӗ. Иккӗш тавлашса каяҫҫӗ пулать те хӗрарӑм хӑйӗн 49 ҫулти упӑшкине ҫӗҫӗпе мӑй тӗлӗнчен темиҫе хут чикет имӗш. Сурана пула арҫын ҫавӑнтах вилсе каять. Инкек хыҫҫӑн хӗрарӑм хӑйӗн тӑванӗ патне тухса каять-мӗн, пулса-иртни пирки ӑна пӗлтерет-мӗн.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн Шупашкарти Мускав районӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Инкек пирки вӑл каласа пама килӗшмен пулать. Чӑн та, ҫын хӑй тата хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисем пирки каласа памасан та юрассине РФ Конституцийӗн 51-мӗш статйипе пӑхса хӑварнӑ-ха.
Юлашки вӑхӑтра Дидиченко «Эксперт Чувашии» хаҫата тӗп редактор пулса кӑларнӑ.