Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Нарспине» хитре вулакансене чысланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вика Сорокина 28.05.2015 14:09 | 1530 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Ҫӗнтерӳҫӗсене Праскки Витти чысланӑ самант
Ҫӗнтерӳҫӗсене Праскки Витти чысланӑ самант

Ӗнер «Асамат» културӑпа курав центрӗнче «К.В. Ивановӑн чӗрӗ сӑмахӗ» республикӑри видеоконкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

Хитре вулассипе ӑмӑртӑва хутшӑннисем Константин Ивановӑн хайлавӗсене суйланӑ. Видеоконкурсӑн тӗп теми «Нарспи» поэма пулса тӑнӑ. Ӑна 16 чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Вӑл чӑваш литературинче кӑна мар, тӗнче литературинче те классикӑлла хайлавӗ шутланать. Культурӑпа курав центрӗнче «Нарспи» сыпӑкӗсем чӑвашла кӑна мар, вырӑсла та, украинӑлла та, акӑлчанла та янӑранӑ. «Нарсписӗр» пуҫне Константин Ивановӑн сӑввисене те вуланӑ.

Поэмӑна ҫырнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ чух та поэмӑна вулассипе конкурс ирттернӗ. Ун чух та ӑна Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Праски Витти йӗркеленӗ. Ун чухне ачасем поэмӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫити вуланӑ.

Хальхи конкурса «Эткер» центр, Шупашкарти мониторинг тата аталану центрӗ, «Вырӑс музейӗ: виртуаллӑ филиал» центр тата маларах асӑннӑ курав центрӗ пӗрле йӗркеленӗ.

Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисенчи, Улатӑр, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенчи 26 шкултан 82 ӗҫ ярса панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Праски Витти ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ «Нарспи» поэмӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗпе хавхалантарнӑ.

Сӑнсем (6)

#Канаш районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Улатӑр районӗ, #Ҫӗрпӳ, #Канаш, #Ҫӗмӗрле, #Шупашкар, #Вӑрмар районӗ, #литература, #чӑвашлӑх, #конкурссем, #Елчӗк районӗ, #шкулсем, #Комсомольски районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Муркаш районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ

 

Комментари:

Victor // 1927.66.8926
2015.05.30 10:41
Victor
Mӗnle yrӑ. Savӑntӑm.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем