Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: ЧНКн Ваттисем студентсемшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 23.05.2015 20:07 | 889 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ҫак эрнере Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен канашӗпе Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн Ваттисен канашӗ тӗп хулари урамсене, парксемпе чарӑнусене тӗрӗсленӗ. Ҫула тухнисен тӗллевне конгресӗн пресс-служби ҫапларах ӑнлантарать: часах Республика кунне, Акатуя тата тӗнче шайӗнчи спорт ӑмӑртӑвне сумлӑ хӑнасем килмелле, тӗп хуламӑра чи таса та хӑтлӑ тесе шутлатпӑр пулин те «пурнӑҫ курнӑ ҫынсен куҫне ҫитменлӗхсем те курӑнаҫҫӗ».

Шупашкарти Афанасьев урамӗ чарӑнӑва ислен унта тротуарсене тирпей-илем кӳмен имӗш, студентсем иртсе ҫӳрекен вырӑна Литература ҫулталӑкне кӑтартакан палӑртакан баннерсем вырнаҫтарман. Туберкулезран сиплекен диспансера сывӑ ҫынсенчен нимӗнле кратапа уйӑрманни те шур сухалсене тӗлӗнтернӗ. Ватӑсем ҫав сывату ҫурчӗ патӗнчен иртсе ҫӳрекен студентсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ иккен.

«Шупашкара – 500 ҫул» паркра чӑваш сӗмӗ туйӑнманни пӑшӑрхантарнӑ. Пырса кӗнӗ ҫӗрте ларакан кивелсе кайнӑ палӑк та ЧНК Ваттисен канашӗн пайташӗсене килӗшмен.

Гузовский вӑрманне те кӗрсе тухнӑ. Анчах таса марришӗн чуна ыраттараҫҫӗ иккен тӑнлав пас тытнӑ ватӑсем.

Ятснее чӑвашла ҫырманни пирки те сӑмах хускатнӑ. Сӑмах май каласан, К. Иванов ҫулталӑкӗ пулнине кӑтартакан паллӑсем те питӗ сахал иккен. Лебедев ячӗллӗ урам вара Герман Лебедев композитор ячӗпе маррине, ҫар ҫыннине асӑнса ӑна ят панине сӑмах хускатнӑ.

Тӗрӗслесе ҫӳренӗ хыҫҫӑн хастарсем Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн хула хуҫалӑхӗшӗн яваплӑ комисси ертӳҫипе В.М. Антоновпа, хулан тӗп архитекторӗпе А.П.Павловпа тата ытти тӳрепе тӗл пулса кӑлтӑксеyе сӳтсе явнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/382.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем