Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май тӗрмери ҫынсем тӗлӗшпе амнисти йышӑнни пирки Раҫҫейӗпех калаҫаҫҫӗ. Паллах, Чӑваш Ене те пырса тивӗ вӑл.
Республикӑри тӗрмесенче ларакан 10 ҫынна ирӗке кӑларнӑ ӗнтӗ. Прокуратура ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӗсен тӗлӗшпе амнисти йышӑнма ҫирӗплетнӗ. Вӗсене ҫав кунах ирӗке кӑларнӑ.
Ҫапла майпа Чӑваш Енри 9 колонире ларакан тепӗр 455 ҫынна кӑлармалла. Кунсӑр пуҫне условлӑ срок илнӗ, следстви айӗнчи 1400 ҫыннӑн та айӑплава сирме май пур.
Амнисти ҫур ҫул вӑйра пулӗ. Ҫавӑнпа срокран маларах ирӗке тухакансен йышӗ ӳсме те пултарать. 2013 ҫулта, РФ Конституцийӗ 20 ҫул тултарнӑ май, йышӑннӑ амнистипе килӗшӳллӗн 5 ҫынна ҫеҫ ирӗке кӑларнӑ.