Чӑваш Енрен сенатора кайнӑ Леонид Федоров хӑйӗн полномочине вӑхӑт тухичченех пӑрахма шут тытнӑ. Ҫак утӑма вӑл мӗншӗн тунине унӑн пресс-секретарӗ Константин Шварцкопф ҫапларах ӑнлантарнӑ: «Эп хамӑн полномочине вӑхӑт ҫитичченех пӑрахас терӗм, мӗншӗн тесен Федераци Канашне сиен кӳрекен тӗрлӗ калаҫу объекчӗ пулас теместӗп. Хамӑн малашнехи плансем пирки каласан, оппонентсем пӑснӑ саккунлӑ правасене суд урлӑ хӳтӗлессипе ҫине тӑрӑп».
Чӑваш Енрен сенатора кайнӑ Леонид Лебедев хӑйӗн полномочине пӑрахасси пирки ҫырса панӑ. Ӑна паян Федераци Канашӗн пленарлӑ ларӑвӗнче пӑхса тухмалла. Асӑннӑ органӑн вице-спикерӗ Юрий Воробьев Лебедев тупӑш тата пурлӑх пирки деклараци тӗрӗс тӑратнипе тӑратманнине тӗрӗслессине пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Тӗрӗслеве пуҫӑнма РФ Президенчӗн коррупцие хирӗҫ кӗрешекен управленийӗн кӑтартӑвӗ хистенӗ-мӗн. Леонид Лебедев хӑйӗн тупӑшне 97,2 миллион тенкӗ ытларах кӑтартнӑ. Уйрӑм ҫурт-йӗр тума унӑн пилӗк ҫӗр лаптӑкӗ пур иккен, усламҫӑра ӗҫлеме – пӗр участок, пурӑнмалли виҫӗ пӳрт тата 10 хваттер. Сенаторӑн сакӑр машина: «Феррари», «Тойота Тундра», икӗ тӗрлӗ БМВ, икӗ «Мерседес Бенц» (300ЭС и ЭС500 4 Матик), ГАЗ 21М тата ЗИС 110.