Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кашкӑр Иванӗсен Кӗҫтенттинне халалланӑ курав уҫӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.04.2015 22:32 | 1682 хут пӑхнӑ
Культура Курава уҫнӑ самант
Курава уҫнӑ самант

Ку курав Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче уҫӑлнӑ, ӑна Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх унта Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн ӗҫӗсене тӑратнӑ — живопиҫ пур, графика.

Вернисажа ЧПГӐИ ӗҫтешӗсем хутшӑннӑ. Кӳртӗм сӑмахпа ӳнер тӗпчевҫи Юрий Викторов тухса калаҫнӑ. Хӑйсен шухӑшӗпе ҫавӑн пекех ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Валентин Фёдоров, экс-председателӗ Василий Кузьмин тата ыттисем паллаштарнӑ. Виталий Яковлев сӑрӑ ӑсти вара Константин Ивановӑн ҫуралнӑ ялӗ — Пелепей районӗнчи Сӑлакпуҫ — ӑна епле кӗтсе илни пирки каласа кӑтартнӑ.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи Константин Иванов ҫу3лталӑкне халалланӑ мероприятисем тата та пулмалла. Тӗслӗхрен, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче «Константин Иванов тата чӑваш тӗнчи» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ уҫӑлмалла.

Сӑнсем (7, Тимӗр Акташ)

#Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #куравсем, #ӳнер, #культура, #ЧПГӐИ, #Слакпуҫ, #Пелепей районӗ, #Пушкӑртстан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем