Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Турци Крым тутарӗсен прависене пӑснине пӗлтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 03.04.2015 19:05 | 1502 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Турцири ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мелвут Кавусоглу Крым тутарӗсен прависене пӑсни пирки пӗлтернӗ. Анкараран Крыма официаллӑ мар мелпе мониторинг комиссине ярасшӑн.

«Крым халӑхӗн, уйрӑмах Крым тутарӗсен, прависене пӑсаҫҫӗ», — ҫапла пӗлтернӗ Мелвут Кавусоглу. Анкара яракан комисси ҫурма утравра ҫынсен прависене пӑснин мониторингне тӑвӗ–мӗн.

Нумаях пулмасть Крым тутарӗсен АТР телеканалӗ, QHA хыпар агентстви, «Авдет» хаҫат, «Мейдан ФМ» тата «Лидер» радиостанцисем, ачасен «Лале» телеканалӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ-мӗн. Мӗншӗн хупнӑ вӗсене? Ҫак МИХсем Раҫҫей перерегистрацийӗ витӗр тухайман имӗш. Вӗсем вара ытларах Крым тутарӗсем валли тухса тӑнӑ-мӗн.

АТР телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл регистрациленмешкӗн Роскомнадзора документсене пӗрре мар янӑ, анчах вӗсене кашнинчех тавӑрса панӑ.

Ҫак МИХсене хупнине АПШ патшалӑх департаменчӗ те ырламан. АПШра палӑртнӑ тӑрӑх, ку Крымри ирӗклӗ сӑмаха пӑсать. Патшалӑх департаменчӗ МИХсене уҫма чӗнсе каланӑ.

МИХсене хупни Европӑри тулаш политикӑпа ӗҫлекен службӑна та килӗшмен. АТР телеканал виҫӗ чӗлхепе тухнӑ. Ҫав шутра — крымтутарла та.

#крым тутар чӗлхи, #Крым, #тӗнчере, #Турци, #МИХсем

 

Комментари:

Agabazar // 2907.27.6784
2015.04.04 19:22
Agabazar
Ҫапларах вӑл пурнӑҫ тени....
Турци делегацине Крыма кӗртмен. Сӑлтавӗ: Украина урлӑ пыма хӑтланнӑшӑн.
Чӑвашсене ҫапла калас килет: савӑнма ан васкӑр. Тутарсене (крым тутарӗсене) хӗстерни ниепле те пирӗншӗн телей пулма пултараймасть.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем