Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Вырсарни шкулӗн ачисем чӑваш ҫыравҫисемпе курнӑҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 30.03.2015 19:13 | 1745 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Нумаях пулмасть Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ чǎваш вырсарни шкулӗнче ǎс пухакан ачасем Ахмет-Заки Валиди ячӗллӗ Наци вулавǎшӗнче Пушкǎртстанра ҫуралса ӳснӗ чǎваш ҫыравҫисемпе тӗл пулнǎ. Ǎнсǎртран мар ку пулǎм ҫак кунсенче иртнӗ. Вǎл асǎнупа ҫыхǎннǎ. 100 ҫул каярах, пуш уйǎхӗн 26-мӗшӗнче, тǎван ялне таврǎннǎ поэтӑн Константин Ивановӑн чӗри тапма чарǎннǎ.

Асǎну мероприятине уҫнǎ май вулавǎш ӗҫченӗсем Фирдаус Тангатаровапа Марина Каторгина (сǎмах май каласан, вǎл Слакпуҫ шкулӗнче вӗреннӗ) тата вырсарни шкулӗн вӗренекенӗ Олег Федоров чǎваш литературине никӗсленӗ чаплǎ классикӑн кун-ҫулне тата вышкайсǎр ҫитӗнӗвне аса илнӗ. Шкул ачисем Константин Ивановǎн ӗҫӗсенчен илнӗ сыпǎксене пǎхмасǎр каланӑ тата выляса кӑтартнӑ. Екатерина Ермолаевапа Сергей Петров «Ҫǎлкуҫ умӗнче» сыпǎк инсценировкине кӑтартнӑ, Аделина Петрова «Асамат кӗперӗ» юрǎпа савǎнтарнӑ, Семен Виниченко, Кирилл Зайцев, Анна Михайлова, Илья Никитин, Антон Дмитриев, Настя Тихонова, Вероника Никитина, Никита Кузьмин тата ыттисем поэт сǎввисене янǎратнӑ.

— Константин Иванов мана — физика учительне — ватлǎх енне тайǎлсан ҫӗнӗрен тǎван чӗлхе патне тавǎрса тǎратрӗ темелле. Унǎн произведенийӗсене ҫӗнӗрен вуласа тухнǎ хыҫҫǎн манǎн та сǎвǎ-хайлав ҫырса пǎхас кǎмǎл уҫǎлчӗ. Хама тӗрӗслесе пǎхрǎм. Пулчӗ пек! Паянхи куна манǎн икӗ кӗнеке пичетленсе тухрӗ, — пӗлтернӗ литература классикӗн тӗлӗнтермӗш витӗмӗ ҫинчен «Шуратǎл» литпӗрлешӗвӗн членӗ Савели Уварӗ (Алексей Уваров).

Константин Ивановǎн хавхалантаруллǎ та хистевлӗ хǎватне кашни чǎваш ҫыравҫи «астивсе» ӳснине Микул Ишимбайпа Василий Антонов ҫыравҫӑсем тата истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Ирина Сухарева нумай тӗслӗхпе ҫирӗплетсе панӑ. Чǎваш тата Пушкǎртстан республикисен культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Галина Кириллова юрǎҫпа Айрат Бариев аккомпаниатор Константин Ивановпа Филипп Вуколов-Эрлик ҫырнǎ «Сӗм-сӗм вǎрман» юррине мǎнаҫлǎн шǎрантарнӑ тесе пӗлтерет Ӗпхӳ хулинчи Иван Григорьев.

Сӑнсем (3)

#Ӗпхӳ, #вырсарни шкулӗсем, #шкулсем, #ачасем, #тӗлпулусем, #Слакпуҫ, #Константин Иванов

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=13494
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем