Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 30.03.2015 11:07 | 1621 хут пӑхнӑ
Культура

Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Чи малтанах ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов сцена ӑстисене уявпа саламланӑ.

Кӑҫал жюрипе куракансем пуш уйӑхӗ тӑршшӗпех чи лайӑх спектакльсемпе киленме пултарнӑ. Камсем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ-ха?

«Ҫулталӑрки чи лайӑх спектакль (режиссура)» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнчи Юрий Филипповӑн «Ночь перед Рождеством» (Н.В.Гоголь) постановки ҫӗнтернӗ.

«Ачасем валли лартнӑ чи лайах спектакль» номинацире Иосиф Дмитриев «Кот в сапогах» постановкӑпа мала тухнӑ (Ҫамрӑксен театрӗ).

«Спектакле кӗвӗ тӗлӗшӗнчен чи лайӑх илемлетни» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнчи Юрий Григорьев «Ночи перед Рождеством» спектакльпе ҫӗнтернӗ.

«Чи лайӑх сценографи» номинацире Светлана Зверева «Синкерлӗ шӑпа» спектакле илемлетнӗшӗн ҫӗнтернӗ (Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ).

«Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире Вырӑс патшалӑх драма театрӗн артисчӗ Татьяна Яфанова «Бабочка… Бабочка» спектакльте Эдда рольне калӑпланӑшӑн тата Елизавета Хрисанфова «Синкерлӗ шӑпа» постановкӑра Лизавета ролӗшӗн ҫӗнтернӗ.

«Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» ята «Нарспи» спектакльти Сетнера калӑпланӑшӑн Сергей Кузнецов (Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) тата Сергей Павлов «Синкерлӗ шӑпа» спектакльти (Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ) Ананий Яковлев рольне вылянӑшӑн тивӗҫнӗ.

«Эпизодри чи лайӑх роль» номинацире Валентина Смирнова (Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) «Нарспи» спектакльте Сетнер амӑшне калӑпланӑшӑн ҫӗнтернӗ.

Артистсем ятарлӑ дипломсене те тивӗҫнӗ.

Сӑнсем (20)

#Чӗнтӗрлӗ чаршав, #конкурссем, #театрсем, #пукане театрӗ, #культура, #ҫамрӑксен театрӗ, #вырӑс дарма театрӗ, #спектакльсем, #оперӑпа балет театрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем