Паллӑ чӑваш литераторӗ Виталий Родионов профессор «Хыпар» хаҫат редакторне, Валерий Туркай поэта хирӗҫлесе каланӑ тесе пӗлтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Валерий Туркай «Хыпарта» 1990 ҫулсенчи наци юхӑмӗн ертӳҫи пулнӑ Атнер Хусанкай пирки памфлет пичетленӗ-мӗн. Унччен маларах, иртнӗ ҫулхи раштавра, Атнер Хусанкай «Время Чувашии» онлайн-кӑларӑма интервью панӑ. Унта Атнер Петрович Раҫҫейри политика тытӑмӗ хӑйне кӑмӑла кайманнине палӑртнӑ май «ирӗксӗрлӗх лару-тӑрӑвӗ тивӗҫтермест» тесе каланӑ-мӗн. Ҫавӑн пекех Атнер Хусанкай чӑваш литературипе ӳнерӗн хальхи вӑхӑтри тӑрӑмне ырласа калаҫман. Ун шучӗпе ҫавсем иккӗмӗш вырӑна тӑрса юлнӑн хӑш чух туйӑнаҫҫӗ иккен.
Валерий Туркай редактор тата поэт Хусанкай шухӑшлавӗпе килӗшменнине палӑртса унтан тӑрӑхласа статья кӑларнӑ пулать. А. Хусанкай «паян суйлав ҫук» тени Туркая уйрӑмах килӗшмен имӗш.
Унчченхи президент суйлавӗнче Туркай Путинӑн шаннӑ ҫынни пулнине те аса илнӗ «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Туркай шучӗпе чӑваш нацийӗ те, чӑваш культури те хальхи Раҫҫейре лайӑх туяҫҫӗ.
Родионов профессор Туркай статйине хуравланине «Ирӗклӗ сӑмах» чӑвашла пичетленӗ. «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья хӑйӗн ячӗпе те, хавхипе те репресси ҫулӗсенчи тӳнтер социологсен ӗҫӗсене аса илтерет», — тесе палӑртнӑ Родионов профессор. «Ятлӑ-сумлӑ поэтӑмӑрӑн пултаруллӑ ывӑлне (статья авторӗ ӑна «вӗҫкӗн ывӑл» тесе элеклет) пӗтӗм чӑваш халӑхӗн (тӗп редакторӑн мар!) хаҫатӗнче «хӗнени», унӑн ятне варалама хӑтланни нумай шухӑшлӑх самани иртсе пынине, тоталитарлӑх хӗлӗ чӑваша та ҫитнине пӗлтермест-ши?» — тесе пуҫ ватать Виталий Родионов. «…Атнер-ӑмӑрткайӑкӑмӑра сӑхса туллама памӑпӑр», — тесе вӗҫлет профессор хӑйӗн статйине.
Agabazar // 4361.3.6047
2015.03.06 08:39 | |
Мӗн "памфлечӗ" ӗнтӗ! "Памфлет" темеллӗх ҫук вӑл хайхи япалана! | |
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.06 15:30 | |
Атнершӑн ҫерҫи сӑххи - тӗнчешӗн чӑх п...и. Ҫапла, памфлет пирки калаҫма та кирлӗ мар. Туйӑм шайӗнчи сӑмах купи, мӑнна кайнӑ айван супи. Ҫаврӑнса та пӑхмалла мар та - пӑхтарать. Суйлав умӗн ирӗк сӑмах бомба пекех. Юрамасть ирӗклӗн шухӑшлама та ҫырма, процентсем ҫухалма пултараҫҫӗ. Вӑс, Туркай, вӑс, тулла ҫавна, ҫырт ӑна. | |
Илле // 3035.94.7765
2015.03.07 06:39 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: -- | |
Agabazar // 3170.66.3185
2015.03.07 09:32 | |
Чи кирли кунта ҫакӑ. Тепле ӑнсӑртран сиксе тухнӑ статья мар ку. Туркайӑн пуҫне тепле пырса кӗнӗ те, ҫак япалана ҫырса кӑларма шутланӑ темелле мар. Унашкал ӑнсӑртлӑхсене эп ҫапса пӑрахсан та ӗненес ҫук. Паллах, Туркайӑн мӗнпур тормозӗсем вӗҫерӗнсе кайнӑ, унран тем те кӗтме пулать. Анчах та ҫак япала — унашкаллисен йышӗнчен мар. | |
gtnh // 5059.3.5746
2015.03.07 17:05 | |
Чӑваш шкулсем уҫмалла Шупашкарта. Чӗлхене аталантармалла хулара Республикара тата ытти регионсенче. Эрех ӗҫме прахмалла. Ман шутпа ҫакӑн ҫинчен шутламалла тата ӗҫлемелле ӑслӑ ҫынсен. | |
Agabazar // 1633.25.7532
2015.03.07 20:07 | |
Мӗн ҫынсене вӗрентсе ларатӑр? Сирӗнсӗрех пӗлеҫҫӗ ӑна! Тытӑр та уҫӑр, аталантарӑр, эрех ӗҫме пӑрахӑр, шутлӑр, ӗҫлӗр!Камӑн тумалла эсир асӑнакан ӗҫсене? Пушкинӑн-и? Мӗн темӗнле ятсӑр-сӑнсӑр "ӑслӑ ҫынсем" ҫине йӑвантаратӑр! |