Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарта халӑхпа ӗҫлекен тӗрлӗ енлӗ организацисен канашлӑвӗ иртӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗнчи кӑк халӑхсен чӗлхине упраса хӑварассипе тата вӗсене аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Канашлу 11 сехетре пуҫланӗ, Хӗрлӗ тӳремри 5-мӗш ҫуртра иртӗ.
Канашлура хускатма палӑртнӑ ыйтусем:
1. Халӑхӑн чӗлхе суверенитечӗ.
2. Халӑхӑн тата кашни ҫынӑн чӗлхе прависем.
3. «О внесении изменений в некоторые акты Российской Федерации" (в части изменения понятия и структуры государственного образовательного стандарта)» ятлӑ 309-мӗш федераллӑ саккун тата ӑна вӗрентӳ системине кӗртнин пӗлтерӗшӗ.
4. Регионсен чӗлхисем тата тӗп мар халӑхсен чӗлхисем пирки калакан Европӑри харти.
5. Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхе ыйтӑвӗсем. Паянхи пулӑмсем тата правасем.