Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.1 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: 80 ҫулхи старик ӑмӑртӑва 10 ҫухрӑмри ялтан йӗлтӗрпе ҫитнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 05.03.2015 18:24 | 1645 хут пӑхнӑ
Спорт Ӑмӑртура
Ӑмӑртура

Етӗрне районӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче виҫӗ ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ: Тептӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Евгений Григорьевич Пайгусов гвардии майор (1913–1977), Кӗҫӗн Ямашра кун ҫути курнӑ Федот Никитич Орлов летчик (1913–1988) тата Чаканарта ҫуралса ӳснӗ Алексей Тимофеевич Якунин майор (1918–1945). Ҫак кунсенче Анат Мучар ялӗнче Совет Алексей Якунина халалласа йӗлтӗрпе ярӑнассипе ӑмӑртусем иртрӗҫ.

Хутшӑнакансем тӗрлӗ ҫултисем пулчӗҫ тесен йӑнӑшмӑпӑр — чи кӗҫӗнни Етӗрне хулинчи «Золотой ключик» (чӑв. Ылтӑн ҫӑра) ача пахчине ҫӳрекен Артемий Сергеев 5 ҫултине шута илсен чи асли вара 80 ҫулхи Тимофеев Александр Николаевич пулчӗ. Ватӑ ҫын ятарласа Чаканартан 10 ҫухрӑм йӗлтӗрпе килме те вӑй ҫитернӗ. Ҫавах та Александр Николаевича шеллерӗҫ, ӑмӑрту хуҫи Егоров Валерий Артемьевич ӑна кайран киле ҫитерсе яма шантарчӗ.

Пухӑннисене Мучар ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Иван Ильич Лапташкин, Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Владимир Николаевич Черлаков тата трасса хуҫи Валерий Артемьевич Егоров саламларӗҫ. Ӑмӑртӑва Горб Александр Владимирович тӳре ертсе-йӗркелесе пычӗ.

Малтанах 3–5-мӗш класс арҫын ачисем, унтан хӗрачасем 1,5 ҫухрӑм дистанцире ӑмӑртрӗҫ. Чи пӗчӗккисем тата 1–2 классенчи ачасем — амӑшӗсемпе пӗрле 500 метра йӗлтӗрпе ярӑнса тухрӗҫ. 6–8-мӗш класри ачасем — 2 ҫухрӑма, 9–11-мӗшсем — 3 ҫухрӑм, аслисем ҫулӗсене кура 1,5–3 ҫухрӑма парӑнтарчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ушкӑнсем тӑрӑх палӑртрӗҫ. Вӗсене пурне те парнесем парса чысларӗҫ: медальсем, хисеп хучӗсем тата 250 грамм таякан пыл савӑчӗ. Пыл хуҫи вара — ӑмӑртӑва йӗркеленӗ Валерий Артемьевич Егоров. Ҫӗнтерӳҫӗсене илес пулсан районти тӗрлӗ шкулсемпе ял тӑрӑхӗсен командисем хастар пулчӗҫ: «Золотой ключик» ача пахчи, Засурски шкулӗ, Етӗрнери 2-мӗш шкул, Етӗрнери 3-мӗш шкул, Мӑн Чурашри вӑтам шкул, Палтайри вӑтам шкул, 1-мӗш гимнази, Хучаш вӑтам шкулӗ. Ҫавӑн пекех Урпаш, Мучар, Кӑкшӑм, Пушкӑрт, Ирҫе ят тӑрӑхӗсенчен килнисем хӑйсене тивӗҫлӗ кӑтартрӗҫ.

«Малашне кунашкал ӑмӑртусене ҫулленех ирттермелле», — тесе кашни килне ӑшӑ кӑмӑлпа таврӑнчӗ.

Сӑнсем (44)

#Чаканар, #Анат Мучар, #спорт, #йӗлтӗрпе чупасси, #ӑмартусем, #Етӗрне районӗ, #Тептӗ, #Кӗҫӗн Ямаш, #Чаканар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем