Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Атӑлҫи Пӑлхарта мӗншӗн кӑпчак чӗлхи пулма пултарайман?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
You can also read this news in English
Аçтахар Плотников 25.02.2015 23:18 | 1960 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ятарлӑ лекци иртрӗ. «Чӑваш чӗлхи — чӑваш халӑх кун-ҫулӗн ялтӑрми» ятлӑскерне Мускавра пурӑнакан тӗпчевҫӗ Александр Савельев ирттерчӗ.

Лекци чӑваш чӗлхин кун-ҫулӗпе ҫыхӑнчӗ. Александр пирӗн чӗлхе тӗрӗк чӗлхи шутне кӗнине ҫирӗплетсе каларӗ, кӑна вӑл пирӗн чӗлхери базис сӑмахӗсем тӗпрен илсен тӗрӗк чӗлхи пулнипе ӗнентерчӗ. Ҫамрӑк тӗпчевҫӗ пирӗн чӗлхе ыттисемпе мӗнле ҫыхӑнура пулни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Этимологи урлӑ халӑхсен историне мӗнле тӗпчеме пуласси пирки чарӑнса тӑчӗ. Тӗслӗх пек вырӑс чӗлхине пӑлхар сӑмахӗсем ӑҫтан кӗнине ӑнлантарса пачӗ — хӑшне Танай пӑлхарӗсенчен илнине мӗнле пӗлмелле, хӑшне вара Атӑлҫи пӑлхарӗсенчен. Унсӑр пуҫне Александр Атӑлҫи Пӑлхарстанра мӗншӗн тутарсем ӗнентернӗ пек кӑпчак чӗлхи пулма пултарайманни пирки те асӑнчӗ. Сӑлтавӗ кӑпчаксем вӑл вӑхӑтра пачах урӑх вырӑнта тӗпленсе пурӑннинче тата кӳршӗлле халӑхсен лексикине ҫав тапхӑрта кӗнӗ сӑмахсем ҫуккинче.

Лекцин пӗр пайӗ хӑш-пӗр чӗлхесенчи сӑмахсем чӑваш чӗлхинчи пек пулни ҫинчен пулчӗ, Александр ӑнлантарнӑ тӑрӑх ҫав сӑмахсен чылай пайӗ пӗрешкел илтӗнет кӑна, пирӗн чӗлхесем хушшинчи ҫыхӑнӑва кӑтартмасть. Ҫавах та акӑлчан чӗлхинчи girl тата body сӑмахсем чӑн та тӗрӗк сӑмахӗсем пулма пултарни ҫинче чарӑнса тӑчех. Тепӗр самант — ҫармӑссемпе чӑвашсем хушшинчи ҫыхӑну. Кунта пирӗн халӑх ҫармӑссенчен мар, тӗрӗксенчен йӗркеленни базис сӑмахсене тӗпченипе ҫирӗплетме пулать иккен. Культура шайӗнчи сӑмахсене те ытларах ҫармӑссем пирӗнтен илнӗ, чӑвашсем вӗсенчен вӑрманпа тата пирӗн тавралӑхпа ҫыхӑннӑ сӑмахсене ҫеҫ ытларах пайпа хӑйсен лексикине хушнӑ.

Лекцие «Iltimer Studio» видеокамерӑпа ӳкерчӗ, унпа тӗплӗнрех ҫывӑх вӑхӑтра эсир тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар TV» каналӗнче паллашма пултаратӑр.

Александр Савельев — чӑваш чӗлхин ҫамрӑк тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Вӑл Мускаври Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче вӑй хурать.

Сӑнсем (17)

#лекцисем, #Мускав, #вулавӑшсем, #наци вулавӑшӗ, #чӑваш чӗлхи, #истори

 

Комментари:

Agabazar // 2992-4343
2015.02.26 03:17
Agabazar
Паллах, кунта Батый киличченхи Атӑлҫи Пӑлхар пирки сӑмах пырать.
Эп хам, лекцире пулнӑ пулсан, ак ҫапларах ыйту лартнӑ пулӑттӑм. Ылттӑн Урта чухнехи Пӑлхар эпитафийӗсен пӗр пайне (10%) стандартлӑ тӗрӗк чӗлхипе ҫырнӑ. Вӑт ҫав чӗлхене "кыпчак" чӗлхи (е, калӑпӑр, авалхи тутар чӗлхи) теме пулать-и?
Вопшӗм-типшӗм, Мускавра Лия Сергеевна Левитская ӗҫӗсене малалла тӑсакансем пулсан аван ӗнтӗ.
Александр Савельев // 2968.49.5051
2015.02.28 15:29
Эпитафисенчи "стандартлӑ тӗрӗк" чӗлхи -- паллах, кыпчак чӗлхи.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем