Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: Алексеев ӳнерҫӗн Колыма тӑрӑхӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 17.02.2015 11:44 | 1463 хут пӑхнӑ
Ӳнер Тимӗр Акташ тунӑ сӑн
Тимӗр Акташ тунӑ сӑн

Ҫак кунсенче Шупашкарта Георгий Алексеев ӳнерҫӗ пирки кӗнекене хӑтланӑ. Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна Лариса Семечкина-Бессонова ҫырса хатӗрленӗ.

Кӗнеке хӑтлавне наци вулавӑшне ӳнерҫӗн Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗнчи тусӗсем, тӑванӗсем тата ӳнере кӑмӑллакансем пухӑннӑ. Кӗнеке авторӗ чи малтан хӑй ӗҫӗ пирки каласа панӑ. Ҫавӑн пекех ыттисем те ӳнерҫӗн ырӑ енӗсене палӑртнӑ. Георгий Алексеев нумай ҫул хушши Колым тӑрӑхӗнче ӗҫленӗрен шӑп та ҫав вӑхӑтри ӳкерчӗксем унӑн пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Кӑна кашниех палӑртрӗ темелле. Тимӗр Акташ вара хӑйӗн сӑмахӗнче Ҫӗпӗрте ӗҫленӗ ытти чӑваш ӳнерҫисен ячӗсене те асӑннӑ — ку вӑл Владимир Мешков (1919–2012) тата Валерий Северянин (1951).

Алексеев Георгий Андреевич 1939 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Йӗрпеҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ илнӗ, кайран педагогика институтне вӗренме кайнӑ, унта 1973 ҫулта художествӑпа графика факультетне пӗтернӗ. Малтан «Чӑвашкабель» савутра вӑй хунӑ, кайран Магадан облаҫӗнчи Сеймчан хулине куҫнӑ. Кунта вӑл малтан ял ҫурттӑвӑм комбинатӗнче 7 ҫул тӑрӑшнӑ, кайран ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ачасене вӗрентнӗ. Ӳнерҫӗ Шупашкара 1993 ҫулта таврӑннӑ. Георгий Адреевич Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗнче (1997 ҫултанпа) тӑрать, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ (2001).

Сӑнсем (9, Тимӗр Акташ тунӑ сӑнсем)

#Йӗпреҫ районӗ, #наци вулавӑшӗ, #кӗнекесем, #хӑтлавсем, #Пучинке, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем