Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӗмпӗр Енри «Канаш» хаҫат — 20 ҫулта

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Николай -Йелмел 25.12.2009 17:51 | 1753 хут пӑхнӑ

Раштавӑн 30-мӗшӗнче Чӗмпӗр чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ 20 ҫул тултарать.

Чӗмпӗрте пӗрремӗш чӑваш хаҫачӗ 1918 ҫулта тухнӑ, вӑл «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» ятлӑ пулнӑ. Ӑна кӗпӗрнери вӗрентӳ комиссариачӗ кӑларса тӑнӑ.

«Канаш» — ҫӗршывра демократи улшӑнӑвӗсем пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ хаҫат. Пӗрремӗш редакторӗ В.Ф.Ромашкин пулнӑ.

Паян издани 1350 экземпляр тиражпа тухса тӑрать. 2002 ҫултанпа коллектива Н.Н.Ларионов ертсе пырать. Редакци Чӗмпӗр хулинчи Пушкинская урамра вырнаҫнӑ (11-мӗш ҫурт). Редакцире 5 ҫын, вӗсенчен 3 журналист. Ҫак йышран 2 ҫын Писательсен союзӗнче тӑрать. «Канаш» ҫумӗнче 13 ҫул «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта Писательсен союзне 10 ҫын ытла кӗнӗ. Редакци пулӑшнипе вырӑнти чӑваш авторӗсем 60 кӗнеке ытла кӑларнӑ. Хаҫат ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе, область администрацийӗ укҫа-тенкӗпе пулӑшнипе 2000 ҫулта «Шевле ҫути« литература альманахӗ тата «Атӑл юрри» журналӑн виҫҫӗмӗш номерӗ пичетленчӗҫ.

Паян Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче 111 пин ытла чӑваш пурӑнать. Эпир тӑван чӗлхене манасшӑн мар, чӑвашла калаҫасшӑн, вуласшӑн, юрласшӑн. «Канаш» ҫак ӗҫре пӗр йӑх ҫыннисене пулӑшса пырать.

Халӗ редакцире вӑй хуракансем: Ларионов Н.Н — тӗп редактор, Ефимова В.А. — яваплӑ секретарь, Дмитриев А.Г. — ҫырусен пайӗн пуҫлӑхӗ, Еграшкина Н.Н. — культура пайӗн пуҫлӑхӗ, Мустаева Е.Н. — информаци пайӗн пуҫлӑхӗ.

2009 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче хаҫатӑн 1000-мӗш номерӗ кун ҫути курчӗ.

«Канаш» хаҫат облаҫри ытти изданисемпе пӗрле нацисен хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетес, халӑхсен культура пуянлӑхне упраса хӑваракан хатӗр пулса тӑчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Канаш» хаҫат, Чӗмпӗр

#юбилейсем, #Шевле, #хаҫатсем, #Чӗмпӗр

 

Комментари:

2009.12.25 19:30
Аçтахар Плотников
Маттурсем! Çĕнĕ çул ячĕпе тата пĕрремĕш кăларăм тухнăранпа 20 çул иртнĕ ятпа саламлатăп!
Ĕçре ăнăçу, редакцире килĕшӳ сунатăп!
2009.12.26 21:53
Хаклă редакци! Сире уяв ячĕпе чунтан саламлатăп! Сирĕнпе мухтанатăп! Хаçат тиражĕ куллен хутшăнса пытăр! Сирĕн туссем йышлансах пыччĕр!
татьяна // 2707.96.8753
2010.01.01 17:04
Пурне те Çĕнĕ çул ячĕпе! Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунатăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем