Ӗнер Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Мария Симакова ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш тӗрри» курав уҫнӑ. Унта Чӑваш Ен Этеперӗ Михаил Михаил Игнатьев тата республикӑна ертсе пыракансем, ҫав шутра экономика аталанӑвӗн министрсем, хутшӑннӑ.
Курава тӑратнӑ кашни ӗҫре ӑстан чунӗ тесе палӑртнӑ май Михаил Игнатьев Мария Симакована Тав хучӗпе тата сехетпе чысланӑ.
Экспозици, чӑн та, пуян. «Чӑваш тӗррин шкулӗн ертсе пыракан ӗҫченӗн» (кун пек сӑмахпа Симакована Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хаклать) 80 ҫулхине халалланӑ куравра 100 ӗҫ вырӑн тупнӑ, ҫав шутра наци тӗрриллӗ 200-е яхӑн япала. Курав икӗ пайран тӑрать. Тӗп зала декорациллӗ панно, сӗтел ҫивиттийӗ, чӳрече карри, алшӑлли йышшисене вырнаҫтарнӑ, тепӗр пайӗнче — наци тумне.
Маряи Симакова Шупашкар районӗнчи Апашра 1938 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 12 ҫултан тытӑнса колхозра ӗҫе кӳлӗннӗ. Каярах вӑл Шупашкарти стройкӑсенче, Казахстанра ҫӗнӗ ҫӗр уҫнӑ ҫӗрте те тимленӗ. Анчах пурнӑҫне вӑл чӑваш тӗррине халалланӑ, «Паха тӗрӗ» фабрикӑра чылай ҫул тӑрӑшнӑ. Паян унӑн ӗҫӗсем Мускаври, Питӗрти, Суздальти, Ижевскри, Шупашкарти тата ытти хулари музейсенче упранаҫҫӗ.