Ҫичӗ чиркӳ тӑвиччен ҫичӗ ача усрава илнӗ тенӗ ваттисен пӗр сӑмахӗнче. Совет саманинче каланӑ сӑмах-ши, пӗлместӗп, анчах унра тӗшши пурах пек туйӑнать. Ача усрава илекенсене патшалӑх укҫа парса пулӑшнӑран та пулӗ, анчах юлашки вӑхӑтра тӑлӑхсене ҫемье ӑшши паракансем йышланчӗҫ. Тата патшалӑх та ӗлӗкхилле ача ҫурчӗсене тултарса лартас тӗллев лартмасть: тӑлӑхсене килте лайӑхраххине ӑнланать.
Иртнӗ ҫул Чӑваш Енре 100 ача ҫемье ӑшшине тупнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисем 2014 ҫул пуҫламӑшӗнче пирӗн республикӑра 381 ача пулнӑ, ҫулталӑк вӗҫӗнче вӗсен йышӗ 265-пе танлашнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, тӑлӑхсен йышӗ 30,4 процент катӑлнӑ.
Интерната лекнӗ ачасене усрава панисӗр пуҫне тӑван ашшӗ-амӑшне пани те пулнӑ. Апла тӑк лешсем хӑйсен пурнӑҫне лайӑх енне ылмаштарнӑ тесе шухӑшламалла-тӑр.