Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче ҫурҫӗрти шурӑ носорогӑн аҫи вилнӗ. Ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх, ку вӑл — ҫак чӗрчунӑн юлашки аҫи. Ҫӗр ҫинче халӗ тепӗр пилӗк ҫурҫӗр шурӑ носорогӗ юлнӑ-ха, анчах пурте вӗсем — амасем.
Юлнӑ носорогсенчен пӗри те ирӗкре пурӑнмасть. Ҫутҫанталӑкра вӗсене этем кансӗрлет. Тӗрӗсрех, носорогӑн хаклӑ та усӑллӑ мӑйракишӗн ӑна браконьерсем тытса пӗтернӗ. 1960 ҫулта хайхи чӗрчун йышӗ 2250-па танлашнӑ пулсан, халӗ, ав, тӑрса юлманпа пӗрех.
Носорогӑн юлашки аҫине Америкӑна 1980 ҫулта илсе пынӑ. Вӑл 44 ҫул пурӑннӑ. Унпа патне ама та ярса панӑ, ҫапах та йыш хутшӑнтарма май килмен. Ученӑйсем ҫакна чӗрчунсем читлӗхре пурӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫапах та аҫан вӑрлӑхне илсе хӑварнӑ, унпа амасене пӗтӗлентерме шухӑшлаҫҫӗ. Анчах усси пирки иккӗленеҫҫӗ.
Ҫурҫӗр носорогӗ кӑнтӑр носорогӗнчен кӳлепипе уйрӑлса тӑрать. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан пысӑк чӗрчунсенчен вӑл слон хыҫҫӑн иккӗмӗш пырать.