Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑри 18 шкулпа ача пахчи 500-шер пин тенкӗлӗх грант илнӗ
Правительство председателӗ Сергей Артамонов авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хушӑва алӑ пуснӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, грантсен пӗтӗмӗшле виҫи — 9 млн тенкӗ. Вӗсене ҫӗнӗ методикӑсем, проектсем кӗртнӗ тата вӗренӳ ӗҫӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ 18 учреждение параҫҫӗ.
4,5 млн тенке Шупашкар хули тивӗҫнӗ. Укҫана Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх пултарулӑх керменӗ, 3-мӗш лицей, 4-мӗш гимнази, 6-мӗш, 49-мӗш, 78-мӗш, 125-мӗш ,204-мӗш, 208-мӗш ача пахчисен хушшинче валеҫӗҫ.
1 млн тенкӗ Ҫӗнӗ Шупашкара яраҫҫӗ: 5-мӗш ача пахчине тата 11-мӗш шкула.
Улатӑрти 6-мӗш гимназие, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкула, Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш вӑтам шкула, Канашри 17-мӗш ача пахчине, Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Атнар вӑтам шкулне, Ҫӗрпӳ округӗнчи 6-мӗш ача пахчине тата Ҫӗмӗрлери 1-мӗш ача пахчине 500-шер тенкӗ параҫҫӗ.
Ку укҫапа учрежденисем ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлӗҫ. Сӑмахран, ача пахчисенче кулинари студийӗсем уҫӗҫ, шкулсенче вара «ӳсӗм точкисем» тата лабораторисем йӗркелӗҫ.
