Лавккари улма-ҫырла ытларах чухне — ют ҫӗршывран кӳрсе килни. Вӗсене епле ӳстернӗ, мӗнле пӑхнӑ, вӑл организма сиен кӳмӗ-и — никам та пӗлмест. Шел те, пирӗн патра чылайӑшӗ ӳсмест.
Тӗрӗсрех каласан, ҫынсем ӑна ӳстересшӗн мар. Тӑрӑшсан темӗн те пулать иккен. Ав, Шупашкарта пурӑнакан Надежда Мерченко хӑйӗн килӗнче, пӳлӗмре, гранат ӳстернӗ. Нумаях пулмасть вӑл ҫимӗҫ панӑ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӗмме вӗсем пӗлтӗр Норильскран илсе килнӗ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл чечек ҫурнӑ, тепӗр пӗр уйӑхран ҫимӗҫ тӗвӗленме тытӑнна, унтан — тепри, унтан виҫҫӗмӗшӗ.
Килте ӳснӗ гранатӑн диаметрӗ 5 сантиметртан ытла мар-мӗн. Специалистсем палӑртна тӑрӑх, гранат — экзотика ҫимӗҫӗ, ҫавӑнпа ӑна килте ӳстерме йывӑр. Александр Дмитриев ку тӗлӗмелле пулӑм пулнине палӑртать. Ытларах чухне гранат пӳлӗмре ӳсме пултараймасть. Надежда Мерченкӑн вара килӗнче гранат кӑна мар, авокадо тата импӗр ӳсет.