Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: «Шан мана, тӗнче!» литература конкурсне йыхравлатпӑр!

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.11.2014 13:44 | 1582 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Ҫитес ҫул Раҫҫей Федерацийӗнче Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Республикинче Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫавна май эпир Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ тата Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн филологи тӗпчевҫисен пӗрлӗхӗ ҫӗнӗ литература ӑмӑртӑвне пуҫарать. Ӑна эпир «Шан мана, тӗнче!» ят патӑмӑр, «Нарспи» поэмӑн пӗрремӗш куҫаруҫине, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паллӑ поэта Андрей Петтокие (1905–1942) халалларӑмӑр.

Ку литература ӑмӑртӑвӗ малтанхисенчен кӑшт уйрӑлса тӑрать. Енчен те унчченхисене эпир фантастикӑпа фэнтези стилӗпе ҫыртараттӑмӑр пулсан ку хутӗнче конкурс теми ҫапла: хайлаври харкамҫӑн (геройӑн) кӑткӑс лару-тӑруран ӑнӑҫлӑ тухма, ыр ӗҫпе палӑрма, пултарулӑхпа паттӑрлӑх кӑтартма мехел ҫитермелле. Е, кӗскен каласан, хӑйне тивӗҫлӗ кӑтартма пултармалла. Малтанхи пекех жанрсем ирӗклӗ — сӑвӑ та, калав та, сценка-пьеса та йышӑнатпӑр. Литӑмӑртӑвӑн положенийӗпе тӗплӗн кунта паллашма пулать.

Ӗҫсене 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнатпӑр (ҫителӗклӗ ярса памасан ку тапхӑра ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен тӑсма ирӗк пур). Конкурса ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетме шутлатпӑр.

#Шан мана тӗнче, #конкурссем, #литература, #ЧПГӐИ, #чӑваш чӗлхи, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #Литература ҫулталӑкӗ

 

Комментари:

Agabazar // 1548.44.1898
2014.11.18 20:30
Agabazar
Пархатарлă сăнар.
Позитивлă герой

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем