Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Электронлӑ вулавӑшра 1 500 ытла хайлав!

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.07.2009 13:56 | 2405 хут пӑхнӑ

Пирӗн сайтра вырнаҫнӑ электронлӑ вулавӑшри хайлавсен шучӗ пин ҫурӑран иртрӗ!

Электронлӑ вулавӑш пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлчӗ. Паллах, чӑвашла хайлавсем пирӗн сайтра унччен те вырнаҫнӑччӗ. Шел те, вики технологийӗпе меллӗ электронлӑ вулавӑша йӗркелеме май ҫукки курӑнчӗ — ҫаванпа та ятарлӑ сайт тума тиврӗ. Движокне те ятарлине хатӗрлемелле пулчӗ — хатӗррисем ытла та кӑткӑс, тата чӑваш литературин уйрӑмлӑхӗсене палӑртмаҫҫӗ. Ҫапла май пирӗн сайтра электронлӑ вулавӑш ҫуралчӗ те.

Унтанпа ҫулталӑк та иртрӗ темелле. Ӗҫне нумай тунӑ, тата нумайрах тумалла. Ҫулталӑк хушшинче вулавӑш, каларӑм ӗнтӗ, 1 500 ытла хайлавпа пуянланчӗ. Калас пулать — вӗсенчен пин патнелле — сӑвӑсем. Ҫавах та ытти тӗрлӗ жанрсем те пур: калав (200-е яхӑн), юрӑ (70 патнелле, ытларах авалхи юрӑҫсем хайланисем), юмах (60 ытла, кунта ачасен пултарулӑхӗ анлӑ), кулӑшла калав (шучӗ 40-рен иртет), шӳтлӗ сӑвӑ, поэма (15 хайлав). Ҫав шутрах электронлӑ вулавӑшра 4 повесть, 4 баллада, 4 сӑвӑллӑ юмах, 1 историллӗ роман (тата иккӗшне кӗртме пуҫланӑ), 1 роман (Хветӗр Уярӑн «Танати», чӗрӗкне кӗртнӗ), 1 сӑвӑллӑ роман, 1 трагеди пур. Пуян теме те пулать.

Ҫак электронлӑ вулавӑш урлах эпир кӑҫал (пӗлтӗр те ирттерсе) литература конкурсне ирттеретпӗр. Вӑл «Халап хапха тӑрринче...» ятлӑ. Хальлӗхе виҫӗ хайлав килсе — ыттисем те хутшӑнасса шанатпӑр.

Паллах, эпир вырӑс электронлӑ вулавӑшӗсемпе тупӑшма пултараймастпӑр (тен, пурӑна киле вӗсемпе те тупӑшма май тупӑпӑр!), анчах та Раҫҫейри ытти халӑхсен вулавӑшӗсемпе хамӑра танлаштарса пӑхма пултаратпӑр. Чи пысӑкки — тутарсен. Вӗсен 1509 хайлав пулсан, пирӗн халӗ ытларах! Раҫҫейре пурӑнакан ытти халӑхсен вара электронлӑ вулавӑш йӗркеленин йӗрӗ те курӑнкаламасть.

Мӗнех, тен тепӗр ҫулталӑкран вулавӑшри хайлавсен шучӗ 5 пинрен те иртӗ? Пӗлме ҫук. Хамӑр тӑрашсан, ыттисем тӑвасса кӗтсе лармасан — пулатех!

#сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #литература

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем