Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче юпан 17-мӗшӗнче «Патӑрьельти мини мисс» конкурс иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ — пултаруллӑ ачасене тупса палӑртасси.
Конкурса 8 хӗрача хутшӑннӑ. Вӗсем 6–7 ҫулсенче пулнӑ. Конкурс хӗрачасем хӑйсемпе паллаштарнинчен тытӑннӑ. «Манӑн ташлас килет!» конкурсра ташлас ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Унтан пӗчӗкскерсем тӗкӗртен пӑхса хӑйсене мухтанӑ. Пултарулӑх конкурсӗнче вӗсем ташланӑ, юрланӑ.
Юлашки конкурсра хӗр пӗрчисем илемлӗ кӗпепе сцена ҫине тухнӑ. «Патӑрьельти мини мисс» ята Карина Правитель ҫӗнсе илнӗ. «Патӑрьельти вице мини мисс» номинацире Катерина Торговцева ҫӗнтернӗ.
«Мини мисс граци» номинацире Снежана Аверкина мала тухнӑ. Ольга Мефодьева, Валерия Самакина, Галлия Гадельянова, Милана Чермасова, Милана Плотникова та тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ.
Agabazar // 7828.5.9506
2014.10.21 01:14 | |
Ачасем хушшинче кунашкал шоусем ирттерме чарнă мар-и-ха? | |
Migulaj // 6991.0.2234
2014.10.21 18:45 | |
"Патăръел" сăмаха киревсĕр пуçтахсем (Леонтьев, Андреев) "Патăрьель" тесе çыртараççĕ. | |
