Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарта ҫул ӑҫтан каясси пирки тавлашаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.10.2014 21:39 | 1555 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарти Анисимов урамӗнчи 4-мӗш ҫурт ҫумӗпе ҫул тума шут тытнӑ. Ӑна ахаль те виҫӗ енчен ҫул хупӑрланине кура ҫавӑнта пурӑнакансем ку шухӑша тарӑхса йышӑннӑ иккен. Район администрацийӗпе калаҫу ирттерни те «ҫимӗҫне кӳмен» имӗш.

— Акӑ пирӗн ҫурт. Акӑ хула ҫулӗ иртет. Тепӗр енпе каллех ҫул выртать, — пӳрнепе тӳллесех ӑнлантараҫҫӗ иккен унта пурӑнакансем. Машинӑсем хӗрӳ ҫӳренӗ вӑхӑтра ҫуран иртесси уйрӑмах нушаллӑ.

Апла пулин те пурте апла шухӑшламаҫҫӗ иккен. Ҫурт комитечӗн ертӳҫи Галина Елисеенко шучӗпе ҫул тӑвассине ҫынсене пӗлтерме тивӗҫ мар. «Хӑть трактор айне кӗрсе выртӑр, хӑть ун урапи айне. Ҫак ҫула тӑвассине эпир чармӑпӑр», — тет иккен вӑл.

Ҫӗнӗ ҫул ытлашши тесе никам та каламасть иккен-ха. Ӑна туса пӗтерессе кӳршӗллӗ 8-мӗш ҫуртра пурӑнакансем уйрӑмах кӗтеҫҫӗ иккен. Йӗркеллӗ ҫул ҫуккине пула вӗсем тӑватӑ теҫетке ҫул асапланаҫҫӗ-мӗн. Кӗрсе-тухма ҫукранах ни тухтӑр машинин, ни пушар службин кӗрсе тухма май ҫук иккен. «Япала илсе килесси те чӗр нуша», — тесе калать-мӗн унта пурӑнакан Арнольд Матисон ятлӑ ҫын.

Тепӗр ҫӗртен ҫул сарас коммуналлӑ пулӑшу кӳрекен пӑрӑхсем кансӗрлеҫҫӗ иккен. Вӗсене куҫарса аппаланасшӑн мар...

#Мускав районӗ, #Шупашкар, #ҫул-йӗр, #тавлашусем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/rnews.html?id=87487
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем