Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхине дистанцилле майпа вӗрентме тытӑнассине сивлерӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.10.2014 18:55 | 2430 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Пухура / Н. Плотников тунӑ сӑн
Пухура / Н. Плотников тунӑ сӑн

Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян шкулсенче чӑваш чӗлхине малашне мӗнле вӗрентессине сӳтсе яврӗҫ — пухӑва Чӑваш патшалӑх университечӗн, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗсем, вӗренӳ институчӗн ӗҫчешӗсем, «Халӑх шкулӗ» журнал ӗҫченӗсем, хула шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата ытти чӑваш хастарӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра ФГОС пурнӑҫа кӗнӗ май хӑш-пӗр шкулсем ачасене эрнере 6 кун вырӑнне 5 кун вӗрентесшӗн, ҫапла май хӑш-пӗр предметсен сехечӗсене пӗчӗклетме тивет имӗш. Ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗпе вӗренӳ тытӑмне шкул хӑй йӗркелет имӗш. Хӑш-пӗр шкулсем вара ҫак юхӑма лексе 5 кунлӑха куҫнӑ чухне чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене катаҫҫӗ иккен — тӗрлӗ ҫӗнӗлӗхе пула яланхилле тӑван чӗлхе яваплӑ пулса тӑрать. Пуҫлӑхсен «пуртти» айне ӑна чи малтан чикеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине вӗрентес шайне сахалатман темех пуль министерствӑри пуҫсене пӗр шухӑш пырса ҫапнӑ — 5 сехетрен иккӗшне хӑварса виҫӗ сехетне дистанцилле те вӗрентме пулать имӗш.

Пухӑва пуҫтарӑннисем ку ҫӗнӗлӗхе сивлерӗҫ — пӗр енчен дистанцилле вӗрентме материалӗсем ҫук, тепӗр енчен программи таврашне йӑлт ҫӗнӗрен шутласа кӑларас пулать. Ку вӑл пӗр-икӗ эрне ӗҫӗ мар. Ачана инҫет майпа вӗрентме тытӑнас пулсан ашшӗ-амӑшӗн компьютер таврашӗ илсе памалла, вӗрентекенӗн вара сехечӗсем ҫавӑн чухлех юлаҫҫӗ. Ҫапла май шкул тӑкакӗсем те чакмаҫҫӗ, ачана та ҫӑмӑллӑх кӳмест. Япах енӗ кӑна пур — ача чӑвашла ҫителӗклӗ вӗренсе ҫитеймест. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр япалана инҫет майӗпе вӗрентейместӗн те — сӑмахран пуплев пайне, кунта ачапа вӗрентекен хушшинче ҫыхӑну кирлӗ.

Тухса калаҫакансем: «Сехечӗсене сахаллатма тивет пулсан мӗншӗн ку чӑваш чӗлхине кӑна пырса тивет? Мӗншӗн ҫавӑн пекех вырӑс тата ют чӗлхинчен пӗрешкел илес мар? Мӗншӗн дистанцилле вӗрентессине чӑваш чӗлхинчен пуҫламалла?» — ыйтусем лартрӗҫ. Дистанцилле вӗрентесси саккунсене те хирӗҫленине палӑртрӗҫ.

Пӗтӗмлетнӗ май уҫӑ ҫыру хатӗрлеме (пирӗн сайтра унӑн Проектне тупма пулать) 5 ҫынран тӑракан редколлеги йӗркелерӗҫ, 3 ҫынна суйласа Республика Пуҫлӑхӗ патне кайма элчӗ пулма суйларӗҫ. Чӑваш патшалӑх университечӗн тата Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗсем уйрӑм ҫыру ҫырма пулчӗҫ.

#чӑваш чӗлхи, #пухусем, #вӗренӳ институчӗ, #ЧПУ, #ЧППУ, #вӗренӳ

 

Комментари:

Migulaj // 6983.2.3513
2014.10.08 09:17
Эпĕ Чăваш республикăри шкулсенче физкультурă, юрă, технологи, çутçанталăк, географи, аваллăх (history), кил-ĕç вĕренӳ сехечĕсене чăваш чĕлхипе вĕрентме сĕнетĕп.
Светлана Ив. // 4186.57.1361
2014.10.08 11:13
Чăваш чĕлхине дистанцилле майпа вĕрентме тытăнасан питĕ аван пулмалла. Компьютерпа ачасем лăпар-лапар япаласемпе анрашса ларнинчен тăван челхене тарăн веренни усалларах пулĕ.
Agabazar // 1394.41.4104
2014.10.08 20:26
Agabazar
Вырăс чĕлхине дистанцилле майпа вĕрентсе пăхăр-ха малтан!
Чăваш çынни // 2456.17.3009
2014.10.09 10:30
Тата: инçет мелпе вĕренесси саккуна хирĕçлет - ку япала ирĕклĕ пулмалла, ирĕксĕрлеме (обязательнăй тума) юрамасть...
Светлана Ив. // 4186.57.1361
2014.10.10 11:34
Хӳтте мĕлле вĕренӳ те нумай енлĕ пулмалла. Дистанцилле вĕренни никама та пăсмĕ. Интернетра тахçанах акалчанла, нимĕçле вĕренме май пур. Учительсем тахçанах кунпа уса кураççĕ. Чăваш чĕлхине те веренме май пурах.
2014.10.10 12:32
Аçтахар Плотников
Чĕлхене дистанцилле вĕренме май çук. Дистанцилле вĕренӳпе çын хушма пĕлӳ илнĕ чухне кăна усă курма пулать. Чăвашла аудиоуроксем хăçантанпа выртаççĕ — вĕсемпе никам та чăвашла вĕренеймен-ха. Дистанцилле вĕренес тесен вара ун пек аудиуроксем пин хут ытларах кирлĕ. Ку вара 2-3 эрне ĕçĕ мар, 3-5 çул кирлĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем