Хальхи вӑхӑтра хваттер тара парса пурӑнакансем питӗ нумай. Республикӑра ун йышшисем 2,8 пин ытла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттершӗн уйӑхне вӑтамран 7,7 пин тенкӗ ыйтаҫҫӗ, иккӗллишӗн — 10 пин тенкӗ. Ку цифрӑсене ҫак эрнери правительство ларӑвӗнче асӑннӑ.
Республикӑн Стройминӗн специалисчӗсем тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳсене 1,9 пин ытла асӑрханӑ иккен. Ҫав шутран 80 проценчӗ Шупашкара пырса тивет, 17 проценчӗ — Ҫӗнӗ Шупашкара. Кунсӑр пуҫне ҫурт-йӗре сехетлӗхе, талӑклӑха тара паракансем йышлӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫынсем ҫапла майпа услам туса пурӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем налук тӳлемеҫҫӗ. Налук тӳлес пулсан хула администрацийӗн хыснине ҫулталӑкне 80–100 миллион тенкӗ таран хушма укҫа кӗмелле.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн шучӗпе ку енпе мунципалитет влаҫӗсен управляющи компанисемпе тата ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсемпе пӗрле пулса ӗҫлемелле. Депутасен те ку енпе хастартарах пулмалла. Тара паракансем пирки пӗлтерме шанчӑк телефонӗсем туни те пӑсас ҫук.