Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Кивьял Хапӑс ялӗнчи Уй урамӗнче пурӑнакансем 10 ҫул газ кӗртессе кӗтеҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 05.08.2014 14:10 | 1517 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Кивьял Хапӑс ялӗнчи халӑх ҫуртсене газ кӗртсе парасса 10 ҫул кӗтет. 2003 ҫулта Уй урамӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫурт хӑпартмашкӑн 17 лаптӑк уйӑрнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, кирлӗ коммуникацисене ҫитес вӑхӑтра туса пӗтермелле пулнӑ.

Анчах вӑхӑт иртнӗ. 10 ҫул хыҫа юлнӑ. Ялтан инҫех мар Горгазӑн филаилӗ вырнаҫнӑ пулин те газ вара халӗ те ҫук.

Алина Савельева каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем халӗ те (тӗнче газпа ӑшӑнса пурӑннӑ вӑхӑтра!) кӑмака хутса пӳрт ӑшӑтаҫҫӗ. Пӳрт пысӑк. Ӑна вутӑпа хутса ҫитерме те ҫук.

Халӗ Уй урамӗнче нумай ачаллӑ 3 ҫемье пурӑнать. Тепӗр 7-шӗ ҫурт хӑпартаҫҫӗ. 7 ҫемье вара коммуникаци ҫукран пурӑнма куҫман.

Ҫынсем ял тӑрӑхӗн, район администрацийӗсене ҫитнӗ — усcи ҫук. Тӳре-шара газ пуласса шантарать те…

Нумаях пулмасть урама ҫутӑ кӗртнӗ. Ӑшӑтмалли приборсемпе пысӑк ҫурта ӑшӑтнин усси ҫук. Анчах, халӑх каланӑ тӑрӑх, ҫутӑшӑн нумай тӳлеме тивет-мӗн. Мӗншӗнне хӑйсем те ӑнланмаҫҫӗ.

Упнер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, газификаци валли документсем хатӗрлемешкӗн укҫа чылай вӑхӑт тупайман-мӗн. Кӑҫал хыснара кун валли 195 пин тенкӗ пурах иккен. Унпа проекта хатӗрлӗҫ те конкурс ирттерӗҫ.

#ял нуши, #Вӑрнар районӗ, #газ, #Кивьял Хапӑс, #Упнер ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем