Самар облаҫӗнче «Самар облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ» йӗркеленнӗ. Раҫҫей Федерецийӗпе ун тулашӗнче ӗҫлекен наципе культура пӗрлешӗвӗсене шута илсен вӑл 80-мӗш пулӗ.
Ҫӗнӗ пӗрлешӗвӗн ертӳҫине Валентина Петровна Ивановӑна суйланӑ.
Пӗрлешӳ хӑйӗн тӗллевӗсем шутне Самар облаҫӗнчи чӑвашсен культурине, йӑли-йӗркине аталантарассине, Самар тӑрӑхӗпе Чӑваш Ен хушшинчи культура ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетессине лартать.
Ку пӗрлешӳ ҫумӗнче «Хӗвел» ансамбль ӗҫлет. Халӑх юррисемпе вӗсем Самар облаҫӗпе Самарта иртекен чылай мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ, халӑха чӑваш юрри-ташшисемпе паллаштараҫҫӗ.
Пирӗн пӗрлӗх ҫӗнӗ пӗрлешӗве ӗҫре ӑнӑҫу сунать, пуҫланӑ ӗҫ ӑнса пырасса шанать!
Ajdush // 2116.67.6260
2009.04.02 17:05 | |
Анонимла // 1070.42.0824
2009.04.03 17:48 | |
Сыхану адресе пур-и весен? Эп аставасса ку Самар енри 4 е 5-меш область шайенчи чавашсен организацийє. | |
Аçтахар Плотников // 2134.37.6306
2009.04.06 09:37 | |
ЧНК-ран ыйтса пĕлмелле. Хыпара эп культура министрествин сайтĕнчен илтĕм. |
Лайăх. Ăнăçусем сунатăп.