Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: «Шупашкар — сывӑ хула» эмблемине суйланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 25.07.2014 16:31 | 1431 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Утӑн 4-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче «Шупашкар — сывӑ хула» эмблемӑсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Дмитрий Сыров тивӗҫнӗ. Унӑн эскизӗ ытларах сасӑ пухнӑ. Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл конкурс шухӑшне лайӑх уҫса панӑ, Шупашкар тематикине ҫутатнӑ.

Конкурса дизайнерсем те, ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ. Суйлавра 11 эскиз пулнӑ. Хула кунӗ умӗн конкурс ҫӗнтерӳҫине моноблок компьютер парнелӗҫ. Конкурса хутшӑнакансене пурне те Тав ҫырӑвӗпе чыслӗҫ.

Ҫӗнтернӗ эмблема Чӑваш Ен тӗп хулин эмблемисенчен пӗри пулса тӑрӗ. Автор ӑна вырӑсла кӑна пурнӑҫланӑ-ха та, анчах Шупашкар Чӑваш Республикин тӗп хули пулнӑ май ҫӗнтернӗ эмблемӑн чӑвашла вариантне те тӑвасса шанас килет.

#конкурссем, #Шупашкар, #сывлӑх

 

Комментари:

Migulaj // 1902.46.6840
2014.07.25 17:18
Шупашкарта чăвашсем пĕтнĕ сăлтав пирки ют чĕлхепе çеç çырнă эмблемисем çине? Е Шупашкар вырăссен хули пулса кайнă вара?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем