Пӑлхар хулинче ӗҫлекен Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн археологи институчӗн экспедицийӗ унта вырнаҫнӑ пасар лаптӑкӗнче шырав ӗҫӗсен вӑхӑтӗнче перс чӗлхипе арабла саспаллисемпе ҫырнӑ кӑкшӑм тупнӑ. Кӑкшӑм ҫинче шӑрҫаланине «Турӑ чурин Салма Кӳлпайӑн ӗҫӗ» тесерех куҫарма пулать иккен.
Ҫырнӑ кӑкшӑм тупӑнни XIV ӗмӗрти ӗҫлесе пурӑннӑ тӑмран япала ӑстакансем хутла пӗлнине ҫирӗплетет тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен Археологи институтӗнче. Ӑста ячӗ йывӑррӑн вуланнине кура мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс вуланӑ тесе ҫирӗплетме васкамаҫҫӗ-мӗн-ха.
Пасар территорийӗнче пасар хӳммин никӗсӗн пӗр пайне те тупнӑ. Пӗрремӗш Петӗр патша вӑхӑтӗнче никӗсе ватса шурӑ чул кӑларнӑ иккен. Вӑл селитра тума кирлӗ пулнӑ. Анчах никӗсӗн пӗр пайӗ тӗкӗнмесӗр тӑрса юлнӑ, мӗншӗн вӑл тӗлте пӳрт ларнӑ.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех юланутҫӑсен тимӗр йӑранине (йӗнер пускӑчне) 60 мӑшӑр ытла тупнӑ. Ку вӑл сутлӑх валли хатӗрленӗ тавар пулнӑ-тӑр теҫҫӗ. Анчах ӑна пушар сиенлетнӗ иккен.