Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Наци чӗлхисен пуласлӑхӗ пирки

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Энтри 07.12.2008 01:16 | 1796 хут пӑхнӑ

2008 ҫулхи раштавӑн 1-3-мӗшӗсенче Хусанта «Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ вӗренӳ саккунӗсен условийӗсенчи вӗрентӳ тытӑмӗн патшалӑх тата тӑван чӗлхисем» темӑпа регионсен наукӑпа практика семинарӗ иртрӗ. Унта чӑваш, якут, пушкӑрт, палкар, хакас, алтай, тува, тутар тата ытти хӑш-пӗр тӗрӗк халӑхӗсен чӗлхе тата вӗрентӳ специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ. Тӗп ыйту — вӗренӳ стандарчӗсенчи наци компоненчӗн пуласлӑхӗ. Тӳрӗрех каласан, наци компоненчӗ текен ӑнлану ҫук ҫӗнӗ саккунта. Ҫакӑ тӑван чӗлхене, тӑван халӑх историне вӗрентес йӗркене урӑх ҫулпа чуптарать. Вырӑс мар чӗлхесен патшалӑх чӗлхин статусне, вӗрентӳ саккуне кӗртнӗ улшӑнусемпе пӗтерсе, наци республикисенче тӑван чӗлхене вӗрентес ыйтӑва шкулсемпе общественнӑҫ аллине парас шухӑш тӗп вырӑнта тӑрать. Ку мӗн патне илсе ҫитерме пултарни каламасӑрах паллӑ. Малашне ку саккунпа килӗшӳллӗн Республикӑн патшалӑх чӗлхине вӗрентес ӗҫ - патшалӑх ыйтӑвӗ тата ӗҫӗ мар иккен, уйрӑм ҫынсен, тӗрлӗ пӗрлешӗвсен тата шкулсен ӗҫӗ.

Чӑваш е ытти наци чӗлхисене вӗрентес ыйтӑва патшалӑх мар, ашшӗ-амӑш пухӑвӗсенче татса пама пуҫласан, паллах, ним ыррине те ан кӗт. Часах шкулсенче тӑван чӗлхене вӗрентессинчен ним шӑрши-марши те юлмасть. Ашшӗ-амӑшӗн ачасене шкултан лайӑх вӗрентсе кӑларас килет-ҫке. Шкула аван пӗтерес тесен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа Пӗрпӗтӗм патшалӑх экзаменне (ППЭ) тытмалла, «ялтан тухсанах кирлӗ мар» чӗлхине вӗрентнинчен мӗн усси пур?!

Ҫак ыйтусем пирки тавлашрӗҫ те ӗнтӗ виҫӗ куна пынӑ семинарта. Резолюцинче тӑван чӗлхесен патшалах статусене федераллӑ шая ҫитермелле тесе йышӑнчӗҫ. Ку республикӑсен патшалӑх чӗлхисене упраса хӑварма пулӑшмалла. Тӑван чӗлхепе ППЭ тытассине те вырӑс чӗлхипе тан тумалла тесе йышӑнчӗҫ.

Пирӗн Чӑваш Республикинчен ку семинара 8 ҫын хутшӑнчӗ. Пурте тенӗ пекех чӑваш тата ытти тӗрӗк чӗлхисене хӳтӗлесе хытӑ калаҫрӗҫ. Тутарта пурӑнакан чӑвашсенчен те 2 ҫын сӑмах илчӗҫ. Юлашки кун пуҫтарӑннисене Хусанта пурнакан чӑваш ачисем пукане спектаклӗпе савӑнтарчӗҫ, пӗтӗм тӗрӗк представителӗсем умӗнче чӑваш чӗлхи илемлӗн те мӑнаҫлӑн янрани чӗрене савӑнтарчӗ.

Паян-ыран ку енӗпе вӗренӳ министерствисен представителӗсем те Хусанта тӗл пулаҫҫӗ. Мӗн патне ҫитсе тухасси паянхи куна та паллӑ мар-ха. Анчах та Мускавпа наци регионӗсем пӗр чӗлхе тупасса шанас килет.

#тутарсем, #семинарсем, #чӑваш чӗлхи, #пушкӑртсем, #Хусан, #Тутарстан

 

Комментари:

Victor // 1012.04.5563
2008.12.07 09:13
Victor
Маттур, ку чăнах кирлĕ ĕç.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем