Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш патшалӑх символӗсен уявӗнче пӗр хӗрарӑм чӑваш ялавне тытма килӗшмен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.04.2014 11:50 | 1213 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатри сӑн
«Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатри сӑн

«Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, Чӑваш патшалӑх символӗсен кунне уявланӑ май «Ирӗклӗх» пӗрлӗх республикӑн тӗп хулин урамӗсенче чӑваш ялавӗсене салатса ҫӳренӗ.

Ҫынсем ку акцине кӑмӑллӑнах хутшӑннӑ. Ҫав-ҫавах ялава алла илме килӗшмен пӗр хӗрарӑм та тупӑннӑ. Вӑл хирӗҫленӗ: «Украинӑри лару-тӑру 1980-мӗш ҫулсенче ҫакӑн пек пӗчӗк акцисенчен пуҫланнӑ та», — тенӗ.

«Ирӗклӗх» йӗркелӳҫисем хӑйсен ӗҫӗнче чӑваш халӑхӗнче наци туйӑмне аталантарас тата ҫирӗплетес; чӑваш чӗлхине, культурине, историне тата политикине ҫутатас; чӑваш халӑхӗн прависене хӳтӗлес; тӗрӗк тата финн-угр халӑхӗсемпе туслӑха ҫирӗплетес; чӑваш халӑхне пулӑшма пултаракан Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ытти халӑх пӗрлӗхӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес тӗллевсем лартаҫҫӗ. Юстици министерстви вӗсен пӗрлӗхне официаллӑ майпа регистрацилеме килӗшмен.

«Ирӗклӗх» хальхи вӑхӑтра тата тепӗр акци ирттерет — лавккасемпе организацисенче «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» ҫыпӑҫкӑч валеҫет. Ӑна акан 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче пуҫланӑ.

#Чӑваш чӗлхи кунӗ, #Ирӗклӗх, #уявсем, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1846.html
 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.30 15:49
Вырăса пӳрнӳне çеç патăн пулсан, вăл санăн аллуннах çăтса ярать.
Agabazar // 2128.70.7473
2014.04.30 16:31
Agabazar
Украина ялавне тыттармалла пулнă....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем