Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗнӗ кӗнеке

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.11.2008 12:48 | 1984 хут пӑхнӑ

Нумай пулмасть чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Тенюшевӑн «Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлчӗҫ» икӗ томлӑ романӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнекери ӗҫсем Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пулса иртеҫҫӗ. Хайлав лайӑх вуланать — сӑнарсем тӳрех чуна тыткӑнлаҫҫӗ.

 

Иван Яковлевич Тенюшев 1923 ҫулта Патӑрьел районне кӗрекен Алманчӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкулта ачасене вӗрентнӗ, Йӗпреҫ район хаҫачӗн редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех «Ҫамрӑк коммунист», «Вучах» хаҫатсене редакциленӗ, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редактрӗ ӗҫне те пӗр хушӑ туса пыма тивнӗ унӑн. Иван Яковлевич хальхи вӑхӑтра ЧПУн журналистика факультечӗн литература тӳрлетӗвӗпе стилистика кафедра пуҫлӑхӗ пулса тӑрмашать.

Литература ӗҫне 1958 ҫулта пикеннӗ. Чи малтан очерксем, калавсем пичетленӗ. Романӗ те кун ҫути курнӑ. Ытти халӑх литературине чӑвашла самай куҫарнӑ — К. Наджми «Вешние ветры», Л. Толстойӑн «Детство. Отрочество. Юность», Н. Котышӑн «Чайка», тата ытти кӗнекесене. Хӑйӗн хайлавӗсем 10 ытла кӗнекере пичетленнӗ. Чи паллисем: «Ҫыхман ҫапӑ — шӑпӑр мар», «Юратусӑр пурнӑҫ ҫук», «Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлчӗҫ», тата ыттисем.

#Чӑваш кӗнеке издательстви, #кӗнекесем, #Чӑваш патшалӑх университечӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем