Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Трак ен энциклопедине хатӗрлесшӗн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 12.03.2014 16:25 | 1358 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Красноармейски районӗн историйӗ пуян. Вӑл хӑйӗн ӗҫчен ҫыннисемпе те мухтанма пултарать. Вӗсем район кун-ҫулӗнче сахал мар йӗр хӑварнӑ. Трак ен историне кӗрсе юлнӑ ҫынсен ячӗсене республикӑра, Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчипе те пӗлеҫҫӗ. Вӗсем хуҫалӑхра ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ, ҫӗршыв сумне ҫӳле ҫӗкленӗ.

Ҫакнашкал ҫынсем — мухтав. Ҫамрӑксен вӗсенчен тӗслӗх илмелле. Трак енсем ҫакнашкал ҫынсене пӗр тӗвве пухса кӗнеке кӑларасшӑн. Чӑваш Енри хӑш-пӗр район кунашкал кӗнеке кӑларнӑ ӗнтӗ. «Эппин, эпир мӗнрен кая?» — теҫҫӗ красноармейскисем. Ҫук, Трак енре сумлӑ кӗнекен тухман мар. Вӗсем «Трак ен» (2000 ҫул), «Дюди и судьбы» (2005 ҫул) кӗнекесене кун ҫути кӑтартнӑ. Халӗ вара Трак енре район историйӗпе культури, унӑн паллӑ ҫыннисем пирки энциклопеди хатӗрлесшӗн. Вӑл пуян пулӗ. Кӗнеке чылай ҫул каялла историе кӗрсе юлнӑ фактсене, район культурипе экономикин аталанӑвне ҫутатӗ. Унта районта ҫуралса ӳснӗ, тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем туса тӗнчипе чапа тухнӑ ҫынсен кун-ҫулӗ те кӗрӗ.

Кӗнеке шкул ачисемшӗн те, аслӑ ӳсӗмрисемшӗн те усӑллӑ пулӗ. Трак енсем кӑк тымарӗсене шыраса тупса, аталану ҫул-йӗрне тӗпчесе хӑйсен историне ҫырма тӗллевленнӗ. Ан тив: ку мухтанни мар. Иртнисӗр малашлӑх ҫук. Ентешсен сумлӑ ӗҫӗсем пирки кӗҫӗн ӑрун пӗлмеллех. Трак енсем пысӑк ҫак ӗҫе пурнӑҫлама ниме пулӑшасса шанаҫҫӗ. Тӑван ен историйӗпе культурисене пӗлекенсене ӗҫе хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Трак енсем, килте ҫемье архивӗ пур-и? Сирӗн авалхи пирки каласа памалли-кӑтартмалли пур-и? Тӑхтаса ан тӑрӑр — сире энциклопеди хатӗрлекен ӗҫ ушкӑнӗнче кӗтеҫҫӗ!

#Красноармейски районӗ, #энциклопедисем

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.12 18:32
Халĕ вара Трак енре район историйĕпе культури, унăн паллă çыннисем пирки энциклопедине мĕнле чĕлхепе кăларасшăн?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем