Эстронири чӑваш культурин «Нарспи» пӗрлӗхне ертсе пыракан Ираида Захарова пӗлтернӗ тӑрӑх ытларикун, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Эстони алӗҫ клубӗнче чӑваш тӗррин каҫӗ иртнӗ. Унта пурӗ вуннӑн хутшӑннӑ — ытларах, хӗрарӑмсем.
Унта хутшӑнакансем пирӗн халӑхӑн тӗрлӗ тӗррипе паллашнӑ, хӑшӗ-пӗрне ӑсталаса та пӑхнӑ. Тӗрлесе пӑхнисен йышне Йӗпкӗн, Чӑрмалла, Ӑсма Хантӑс ятлӑ тӗрӗсем кӗреҫҫӗ. Киле ӗҫ те парса янӑ — Хантӑс тӗрре вӗренме.
Ҫапла май эстонири чӑвашсем ҫитес вахӑтра тӗрле сувенирсем те тума тытӑнасшӑн.
Migulaj // 2456.48.9779
2014.02.27 16:32 | |
Чăваш республикинче чăваш халăх йăли-йĕркине ют халăх пĕтерчĕ, анчах та чăвашлăха ют çĕршывсенче упраса хăварма май пулĕ. Çав шанчăкпа пурăнатăп. |