Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫинче 10 ҫул ӗнтӗ «Ирпе автан авӑтсан» спектакль пырать. Мария Ладо пьеси тӑрӑх калӑпланӑскере Раҫҫейри, Украинӑри тата ҫывӑх чикӗ леш енче те лартаҫҫӗ. Иртнӗ эрнерен пуҫласа ӑна чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗ вырӑсла, «Очень простая история» ятпа, лартма пуҫланӑ.
Спектакль пуҫламӑшне пӑхсан (вырӑслине епле лартнине калаймӑп, мӗншӗн тесен кайса курман) ача-пӑча спектакльне лекнӗнех туйӑнса каять. Ара, тӗрлӗ чӗрчун сиксе тухать те. Анчах темиҫе минутранах ку вӑл ансат хайлав маррине ӑнланса илетӗн. Унта пулса курнисем пӗри те тепри: «Мӗн вӗҫне ҫитичченех йӗрсе лартӑм», — тенине хама та темиҫе ҫынтан та илтме тӳр килчӗ. Пурне те ҫитсе курма сӗнес килет. Содержанине вара уҫса парас килмест. Пӗлсен пӑхма кӑсӑклӑ мар пек туйӑнать…