«Вӑрӑ хӑйӗн хыҫҫӑн мӗн те пулин хӑварать, пушар хыҫҫӑн вара нимӗн те юлмасть», — теҫҫӗ халӑхра. Республикӑра унта та кунта «хӗрлӗ автан» ташланине, шел те, час-часах илтме тӳр килет. Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Хурама Тӑвар ялӗнче икӗ пӗчӗк хӗрача ҫунса вилчӗҫ. Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче вара Ҫӗмӗрле хулинче пушар тухнӑ.
Пушар Урицкий урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра алхаснӑ. Телее, ку тӗслӗхре ҫын пурнӑҫӗ татӑлман. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑмран 8 ҫынна кӑларнӑ: вӗсен йышӗнче — 14 ҫул тултарман икӗ ача.
Пушар тухни пирки пушарнӑйсене 77 ҫулти карчӑк пӗлтернӗ. ИӖМ ӗҫченӗсем шӑнкӑрава 3.48 сехетре йышӑннӑ, тепӗр виҫӗ минутран вырӑна ҫитнӗ. Пӗрремӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, ҫавна май ҫуртра пурӑнакансене эвакуациленӗ. Пусма тӑрӑх 19 ҫын ҫуртран тухнӑ.
Ҫынсене эвакуациленӗ вӑхӑтра ытти пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. «Хӗрлӗ автан» ирхи 4.30 сехетре ташлама чарӑннӑ.
Пушара пула сӗтел-пукан, хваттерӗн шал енӗ, подъездри хӳме сиенленнӗ. Халӗ пушар тухнин сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.