Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Элтепер парнисемшӗн ветеран-йӗлтӗрҫӗсем тупӑшнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 26.01.2014 19:47 | 1418 хут пӑхнӑ
Спорт

Иртнӗ шӑматкун ветеран йӗлтӗрҫӗсемпе спортӑн ҫак енне юратаканcем республика Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ.

Ӑмӑрту Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче иртнӗ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах унта Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр хулисенчи, Шупашкар, Куславкка, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Красноармейски районӗсенчи тата Мари Элти 120 ҫын йӗлтӗр сырса пухӑннӑ.

Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗршывра та халиччен ирттермен спартакиада йӗркелӗҫ. Унта ветерансем хутшӑнӗҫ. Вӗсем спортӑн тӗрлӗ енӗпе тупӑшӗҫ.

Ӑмӑртӑва хутшӑннисен хастарлӑхне ҫула кура 12 ушкӑна пайласа палӑртнӑ. Хӑйсен ушкӑнӗнче Джамалия Баранова, Николай Федоров, Владислав Васильев (Шупашкар районӗ), Наталья Кузьмина, Александр Антонов, Валерий Матвеев (Шупашкар), Сергей Павлов (Канаш хули), Юрий Мануйлов (Куславкка районӗ), Виктор Серенков (Улатӑр хули), Николай Алексеев (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Михаил Ямолкин, Александр Антонов (Мари Эл) палӑрнӑ.

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине аталантарассишӗн ҫине тӑнӑшӑн патшалӑх символӗллӗ сехетпе Михаил Игнатьев Элтепер Красноармейски районӗнчи Владислав Терентьев тата Шупашкарти Александр Егорцов ветеран-йӗлтӗрҫӗсене, Сӗнтӗрвӑрри хула представительне Сергей Крупнова хавхалантарнӑ.

#Канаш, #Улатӑр, #Шупашкар районӗ, #Куславкка районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #спорт, #Вӑрнар районӗ, #Красноармейски районӗ, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем