Ҫак эрнере Чӑваш патшалӑх
ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӑкӑр чӗлли» драма кӑтартнӑ. Пьеса авторӗ — Ева Лисина прозаик.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, Ева Лисина Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑнхи ҫулсенче выҫӑпа вилнӗ ачасене асӑнса «Ҫӑкӑр чӗлли» калав ҫырнӑ.
«Ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ ҫемьен йывӑр пурнӑҫӗ калавра хӗрача куҫӗпе уҫӑлса пырать. Ҫула май чӑваш халӑхӗн наци характерӗ те курӑнсах тӑрать кунта.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи чӑваш ялӗн выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурнӑҫне кӑтартнӑ май писательница ҫав вӑхӑтри йывӑрлӑхсене, пӗчӗк хӗрача ҫӑкӑршӑн ҫав тери тунсӑхланине кӑтартса парать.
«Ҫут тӗнчере савӑнӑҫпа хурлӑх пӗр тан валеҫӗнес пулсан, ман ҫӗршывӑм тахҫанах ырӑлӑхра пурӑнмалла», – пӗтӗмлетсе калать автор вӗҫӗнче», — хыпарланӑ театрта.