Ҫак кунсенче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн хальхи ӳнер центрӗнче (Президент бульварӗ, 1) Валерий Бобковӑн «Мир глазами художника. Чернобыльская зона» (чӑв. «Ӳнерҫӗ куракан тӗнче. Чернобыль зони») персоналлӑ куравӗ ӗҫлет. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫӗ 65 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх вернисажа уҫнӑ май курма килнисене ӳнерҫӗ хӑй кӗске экскурси ирттерчӗ. Кӑсӑклӑ пулӑмсем пирки те каласа пачӗ — сӑмахран, хӑш-пӗр ӳкерчӗксене Чернобыль тӑрӑхӗнчен 1-мӗш пай илсе тухма чарнӑ иккен. Вӗсен йышне «Славься, Отечество наше свободное!» (чӑв. Мухтавлӑ пул эс, Ирӗклӗ Тӑван ҫӗршывӑм!) акварель, «Город Припять. Улица Спортивная» (чӑв. Припять хули. Спорт урамӗ) ӳкерчӗк кӗнӗ. Чернобыль тӑрӑхӗнчи ӳкерчӗксемсӗр пуҫне куравра ӳнерҫӗ чикӗ леш енче тунисемпе те — Италире, Австралире, Швецире — паллашма пулать.
Валерий Бобков 1948 ҫулта Улатӑрта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ. Чернобыльте АЭС сирпӗнсен унти инкеке сирме хутшӑннӑ. Ҫавна май ӳкерме те вӑл ҫав вӑхӑт пирки ытларах ӳкерет. «Быль Чернобыля» (чӑв. «Чернобыль чӑнлӑхӗ») триптих (1986–1993) авторӗ. Валерий Бобков Улатӑрпа Шупашкар хулисен хисеплӗ гражданинӗ.
Сӑнсем (5, Тимӗр Акташ тунисем)