Тӗнче тетелӗнче кӑҫал ҫӗнӗ юхӑм ҫуралнӑ тет. Тенчипех 1986 ҫулхи кунталӑксене (календарьсене) шыраҫҫӗ. Сӑлтавӗ те паллӑ — вӑл ҫулхи кунсем кӑҫалхисемпе пӗр килеҫҫӗ иккен. Кунта сӑмахӗ чикӗ леш енчи ҫӗршывсем пирки пырать пулинех, пирӗн ҫершывра вара 28 ҫул хушшинче самана самай улшӑнчӗ — уявӗсем хӑйсен кунӗсене ылмаштарса пӗтерчӗҫ те вӗсем хальхи вӑхӑтра ытлашшиех юрӑхлах мар пуль.
Британири Би-би-си пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра халӑх хӑйсен чӑланӗсемпе сунтӑхӗсенче упранакан 1986 ҫулхи кунталӑксене хӗрсе кайсах шыраҫҫӗ. E-bay лавккара унашкаллисен хакӗ 100$ та ҫитет иккен.
1986 ҫулхипе кӑҫалхи ҫулталӑксен уйрӑмлӑхӗ — вӗсем иккӗшӗ те юнкун пуҫланса юнкунах вӗҫленеҫҫӗ.