Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшпе 13-мӗшӗ хушшинче АПШри Санта Фе хулара халӑх тунӑ япаласен 5-мӗш тӗнче куравӗ иртӗ. Унта Чӑваш Ен ӑстисем те кайӗҫ, вӗсем чӑваш тӗррине кӑтартӗҫ.
Чӑвашсене курава Нью Мексика штачӗн культура министрӗ Стюарт А. Ашман чӗннӗ. Инҫетри Америкӑна пирӗн республикӑран тӑваттӑн кайӗҫ.
Куравра пирӗн ӑстасем чӑваш тӗррине тӗррипе, халӑх кӗпе-тумӗпе, халӑх пуканисенпе паллаштарӗҫ. «Чӑваш Енӗн халӑх промыслӗсен пӗрлӗхӗн» специалисчӗ Вячеслав Платонов пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн тӗрӗпе чикӗ леш енче питӗ вӑйлӑ кӑсӑкланаҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех ярмӑрккара пирӗн ӑстасем паллӑ хаклавҫӑсемпе тата коллекционерсемпе паллашӗҫ.