Ҫӗмӗрле хулин гербне йышӑннӑранпа нумай ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Ӑна 1976 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ.
Халӗ ҫӗннине хатӗрлеме пуҫланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашне ҫӗнӗ герба кӑтартнӑ хыҫҫӑн вӗсем темиҫе ҫитменлӗхе кӑтартнӑччӗ. Ҫӗнӗ герба малтанхине тӗпе хурса хатӗрленӗ. Гербӑн хӗрлӗ хулккан ҫинче ытллӑн тӗслӗ юман ҫулҫи. Ҫулҫи ҫӳмӗнче виҫӗ йӗкел. Ун айӗнче хумлӑ йӗр. Гербӑн ҫулти пайӗнче сулахай енче Чӑваш Ен гербӗнчен илнӗ Ама йывӑҫҫи вырнаҫнӑ.
Геральдика канашӗ хулккан хӗррипе иртекен ылттӑн йӗре кӑларса пӑрахма сӗннӗ. Ҫавӑн пекех кӗмӗл тӗслӗ шӑллӑ урапа та гербра вырӑнсӑр тесе каланӑ — вӑл паллӑна хула вырӑнӗнче хӳтлӗх пулнӑ е пур пулнӑ чухне ӳкереҫҫӗ иккен.
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хула администрацийӗнче гербри ҫитменлӗхсене кӑларса пӑрахнӑ темиҫе ҫӗнӗ варианта кӑтартрӗҫ. Пуҫтарӑннӑ халӑх гербпа малалла ӗҫлемеллине пӗлтерчӗ. Сӑмахран, хула промышленностьне кӑтартмалла. Анчах та ӑна сӑнласа кӑтартакан паллӑ геральдика йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла.