Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри пур муниципалитетра та «Асам» шкул театрӗсен фестивалӗн тӑваттӑмӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ.
Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрлӗ округри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен вӗренекенӗсем сцена ҫине тухма хӗрсе хатӗрленнӗ: репетици тунӑ, декораципе тум ӑсталанӑ, музыка суйланӑ. Конкурса Шупашкар округӗнчи 22 шкулӑн 166 вӗренекенӗ хутшӑннӑ.
Муниципалитетсенче фестиваль икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Малтан жюри ача-пӑча хатӗрленӗ видеона онлайн мелпе хакланӑ. Суйласа илнӗ чи лайӑх 7 спектакле юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Кӳкеҫри культура ҫурчӗн сцени ҫинче кӑтартнӑ.
Ишлей шкулӗн команди пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Атайкасси пӗлӳ ҫурчӗпе М.Игнатьев ячӗллӗ Янӑш шкулӗ тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Толик Хураски шкулӗ тивӗҫнӗ.
