Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
    
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
    
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
 Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫсенчен ӗҫчен чӑвашсем урӑх нихӑш ялта та ҫук пуль. Кашни уйӑхра тенӗ пек вӗсем мӗнле те пулин ҫӗнӗ кӑсӑклӑ хыпарпа хыпарлаҫҫӗ. Чи лайӑххи вара — чылай ӗҫре вӗсем чӑваш йӑлине манманни. Ара, пур ӗҫе те тенӗ пекех ҫак ялти чӑвашсем нимелле тӑваҫҫӗ.
Кӑҫал вӗсем тепӗр сӑваплӑ ӗҫе пуҫӑннӑ — ялта «Хресчен картишӗ» этнографи музейне ӑсталама пуҫланӑ. Унашкалли Йӗпреҫ районӗнче пур, халь вара Улатӑр районӗнче те пулӗ. Пур ӗҫе вӗсем ҫитес ҫул вӗҫлесшӗн имӗш.
Тунтикун, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, «Хресчен картишӗ» ҫурчӗн тӑррине витме пуҫӑннӑ иккен. Пурине вара унчченех хатӗрленӗ — нумай ҫул лартӑр тесе ятарлӑ шӗвекпе те витерсе тухнӑ. Нимелле ӗҫре ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче вӑй хуракансем те тӑрӑшнӑ, культура тата сывлӑх ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ.
«Хресчен картишӗ» пуян пуласса шантараҫҫӗ — ҫурта туса пӗтерсен ун валли экспонатсене килсерен пухса тухасшӑн. Хӑшӗ-пӗри пур та ӗнтӗ — музей тума йывӑҫ сухапуҫ, тимӗр акапуҫ килсе панӑ. Ҫавӑн пекех унта ал арманӗ, тӑрантас, пир тӗрмелли станок пулӗ. Тӑрна евӗр ҫӑл та пулмалла. «Хресчен картишӗн» ҫуртне вара ӗлӗкхилле витесшӗн — ҫӑка хуппипе.
Agabazar // 2856.78.5917 
  2013.11.29 09:26  | |
Комплексла музей пирки сăмах пырать пулмалла. Тӳпе айĕнчи музей (хуралтăсем) тата çав хуралтăсен ăшĕнчи музейсем. Йĕркелекенсене кивĕ (çав тери кивĕ!!!) хуралтăсем кирлĕ мар-ши? Сăмахран, XIX ĕмĕртех туса лартнă пĕр кĕлете пĕлетĕп. Начар мар сыхланнăскер.  | |
