Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинчи пӗр хваттерте пулса иртнӗ ку. Ватӑ хӗрарӑм хӑй пурӑнакан хваттерте ӳкнӗ те хӑй тӗллӗн тӑма пултарайман. Алӑка уҫма та тӑрайман, телефон патне пырайман Мӗн тумалла? Ватӑскер пушмак тӑхӑнма пулӑшакан хатӗре илнӗ те унпа урайне шаккама пуҫланӑ.
Аялти хутра пурӑнакан кӳршӗсем ҫак сасӑсене илтсе тӳрех 112 номерпе шӑнкӑравласа ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Специалистсем хӑвӑрт ҫитнӗ, алӑка уҫнӑ та шала кӗрсе хӗрарӑма тӑма пулӑшнӑ.
Кинемей тухтӑрсене чӗнме килӗшмен. Кӗҫех ун патне тӑванӗсем килнӗ, ӑна лӑплантарса тимлӗхпе ҫупӑрланӑ.
