Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗмӗрле округӗнче пурӑнакан Татьяна Трофимова 103 ҫул тултарнӑ. Вӑл хресченсен йышлӑ ҫемйинче ҫуралнӑ, Элӗк районӗнче пуҫламӑш шкул пӗтернӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче «Хӗрлӗ Октябрь» колхозра трактористка пулса ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Октябрь поселокӗнчи медпунктра санитаркӑра вӑй хунӑ. 1948 ҫулта Татьяна Деевна Карп Трофимова качча тухнӑ, вӗсем пӗрле пилӗк ача ӳстернӗ.
Пенсие тухиччен Татьяна Деевна хир ӗҫченӗ, доярка пулса ӗҫленӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи тӑван «Хӗрлӗ Октябрь» колхозра рядовой колхозница пулнӑ. Унӑн ӗҫ стажӗ — 40 ҫул ытла. Вӑл тӳрӗ кӑмӑлпаялан ӗҫленӗ, пур ӗҫе те палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑҫланӑ. Нумай тӑрӑшса вӑй хунӑшӑн Татьяна Деевнӑн чылай награда пур: «Ӗҫ ветеранӗ», «Тыл ӗҫченӗ», «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ».
